Çулталăкăн пĕрремĕш çурринче пушарсен шучĕ пысăккине кура профилактика ĕçне пушшех вăйлатнă ĕнтĕ.
Пушар хуралĕн ĕçченĕсемпе пĕрлех вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен специалисчĕсем те кулленех çынсене çулăмпа асăрхануллă пулмаллине ăнлантараççĕ. Апла пулин те пурăнмалли çурт-йĕрти пушарсен шучĕ хушăнсах пырать. Иртнĕ эрнере те Кивьял Хапăсри пĕр хуçалăхра çурт çуннă.
«Пушар çуртăн пристройĕнче алхаснă. Шал енĕ тата чартакĕ самаях сиенленнĕ. Кунсăр пуçне çулăм кунти пурлăха та тĕп тунă. Телее, çунакан çуртра çынсем шар курман. Ку инкек эрнекун 19 сехет тĕлĕнче пулнă. Ăçтан, мĕнле майпа тухнă вăл – тĕплĕ тĕрĕслев кăтартĕ», – пĕлтереççĕ асăрхав тата профилактика ĕçĕ-хĕлĕн районти уйрăмĕнчен.
Кил-çурта инкек ан кĕтĕр тесен кăмакасемпе ăшă приборĕсем тата электрооборудовани юсавлă пулмаллине, вĕсемпе хăрушсăр усă курмаллине асăрхаттараççĕ.
И.ПЕТРОВА.
Ноябрь 2024 |