Астăвăма тимлĕ упраççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.10.2019, 15:00 Просмотров: 937

Вăрçă паттăрĕсене халалланă палăксем – çĕр çинчи тăнăç пурнăçшăн мĕнле хак тÿлеме тивнин паллисем. Пирĕн чун-чĕрере, ăс-тăнра упранакан астăвăм вĕсем. Çынсен ырлăхĕшĕн хăйсен пурнăçĕсене шеллемен паттăрсен ячĕсене паянхи, малашнехи ăрусем сăваплăн упрама тивĕçлĕ.

Вăрçă тискерлĕхне аслашшĕ-асламăшĕсен асаилĕвĕсенчен, истори урокĕсенчен кăна пĕлекен çамрăксем те çак тивĕçе йышăнни савăнтарать. Хамăр тăрăхра та ырă тĕслĕхсем чылай. Поселокри тăванла вилтăприне, сăмахран, Вăрнарти ял хуçалăх теникумĕн студенчĕсем çулсеренех типтерлĕн пăхса тăраççĕ. Кунта 3065-мĕш эвакогоспитальте йывăр сурансене пула вилнĕ салтаксемпе офицерсем канăç тупнине пĕлетпĕр.

Волонтерсен «Вместе ВОТ!» ушкăнĕн тата «Патриоты» шырав отрячĕн вăйĕпе çак кунсенче те тăванла вилтăприне, ун таврашне тасатса-çаратса йĕркене кĕртнĕ. Йĕркелĕх ĕçĕсем Хăюлăх урокĕпе те пĕрлешĕннĕ. Шырав ушкăнĕн ертÿçи В.Дмитриева вĕренекенсене вăрçă вăхăтĕнчи паттăрлăх тĕслĕхĕсемпе паллаштарнă, ахăрсамана хамăр тăрăхра та кашни çемьере хуйхăллă йĕр хăварнине каласа панă. Çамрăксем хаклă астăвăма упраса хăйсен ачисемпе мăнукĕсене хывма тивĕçлине палăртнă.

Каласа хăвармалла, Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулхи юбилейлĕ çулĕ çывхарнă май та хатĕрленÿ ĕçĕсем хĕрÿ пыраççĕ: кашни тăрăхрах палăксене юсаса çĕнетессипе, йĕркене кĕртессипе тăрăшуллă тимлеççĕ. Кĕçĕн Кипек ял поселенийĕнче, акă, Тимĕрçкассинчи, Кĕçĕн Кипекри тата Кив Сăрьел ялĕнчи палăксене юсама муниципаллă килĕшÿсем çырнă. ,çсене пуçăннă ĕнтĕ, ял çыннисем подрядчиксем хăйсене шаннине пахалăхлă тата вăхăтра пурнăçласса шанаççĕ. Юсавсем çавăн пекех Санарпуç тăрăхĕнче те иртеççĕ. Чăрăш Ишек ялĕнче пурăнакансем вара çитес çул Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче хăйсен тăрăхĕн паттăрĕсене çĕнĕрен вырнаçтарнă обелиск умĕнче сума сăвĕç.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика