Нумаях пулмасть Шалти ĕçсен республикăри министрĕн должноçне çирĕплетнĕ Виктор Шметков полицин «Вурнарский» пайĕн коллективĕн ĕçĕпе вырăнта паллашнă.
Тĕлпулăва район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ Вячеслав Горбунов тата ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем те хутшăннă.
Çĕнĕ министр йĕркелĕхе тивĕçтерессипе тата преступленисене асăрхаттарассипе полиципе вырăнти влаç пĕрле мĕнле ĕçленипе кăсăкланнă. Сăмахран, юлашки вăхăтра анлă сарăлнă преступленисемпе – ултавсемпе – кĕрешессипе уйрăмах тачă çыхăнса тимлемеллине палăртнă. Район çыннисем шулĕксен серепине ан лекчĕр тесе ултав тĕслĕхĕсем пирки мĕнпур майпа пĕлтермеллине каланă.
Поселенисен пуçлăхĕсем хăйсен енчен ялсенче полицин участокри уполномоченнăйĕсем çителĕксĕрри çивĕч ыйту пулнине палăртнă. Ялсенче алкогольлĕ продукцие саккунсăр сутакансем тĕлĕшпе çирĕпрех мерăсем йышăнма кирли пирки те сăмах хускатнă.
Виктор Шметков пĕтĕм сĕнÿ-ыйтăва малашнехи ĕç тĕллевĕсене кĕртме шантарнă. Вырăнти йĕрке хуралçисен йышне пултаруллă çамрăксене явăçтарас, ăста специалистсене кунта юлма майсем туса парас ыйту чи пысăк тимлĕхре пулмаллине çирĕплетнĕ.
Ноябрь 2024 |