Районта октябрĕн1-мĕшĕ тĕлне пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн 656 субъекчĕ хăйĕн ĕç-хĕлне йĕркелесе пырать, çав шутра – 544 уйрăм предприниматель.
Тĕпрен илсен, ку тытăмрисем суту-илÿпе обществăлла апатланура (49,8%), ял хуçалăхĕнче (17,5%), продукци туса кăларассипе (15,3%), строительствăра (12,5%) тата ытти енĕпе тимлеççĕ. Шăпах вĕсем район экономикинче тăрăшакансен 40,5 процентне – 3963 çынна ĕç вырăнĕпе тивĕçтереççĕ.
Предпринимательлĕх экономикăн пĕлтерĕшлĕ пайĕ пулнă май, ăна пур енлĕн аталантарасси уйрăм тимлĕхре. Çак ыйтăва нумаях пулмасть район администрацийĕнче иртнĕ Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх кунĕнче те анлăн сÿтсе явнă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ Вячеслав Горбунов палăртнă тăрăх, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхре çĕнĕ шухăшсемпе ĕçсем малтан пурнăçа кĕреççĕ, конкурентлăх ÿссе пыни пĕр вырăнта тăма памасть. Вĕсен тивлечĕпех мĕнпур шайри бюджетсене тултаракан тÿлевсем ÿсеççĕ, районта пурăнакансем валли ĕç вырăнĕсем уçăлаççĕ, вырăнта туса кăларакан продукципе тивĕçтерÿсен калăпăшĕ те пысăкрах.
Мероприятире ку сферăри хастарсемпе Чăваш енри Экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министерствин, Пĕчĕк тата вăтам бизнеса пулăшу паракан агентство, республикăри бизнес-инкубатор представителĕсем тĕл пулнă.
Вĕсем предпринимательлĕхе хавхалантарма наци проекчĕсем йĕркипе кÿрекен пулăшу мерисемпе, çăмăллăхлă кредитсем илмелли майсемпе паллаштарнă. Мероприятие хутшăннисем районти предприятисенче те пулнă.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |