Ĕçчен, ырă, кăмăллă çын пурне те юрăхлă теççĕ. Антонина Яковлевна Филимоновăна Санарпуç ял тăрăхĕнче пĕлмен çын сахалрах пулĕ. Вăл пысăк хисепе иксĕлми тăрăшулăхĕпе, обществăлла ĕçсенче хастар пулнипе çĕнсе илнĕ.
Антонина Яковлевна вăй хунипе ял тăрăхĕн сăн-сăпачĕ палăрмаллах улшăнчĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна ял старостине суйланă.
– Пĕчĕкренех пĕрлехи ĕçсене пурнăçлама хутшăннă, халĕ те чарăнаймастăп, – терĕ сăпайлăн ял хастарĕ.
Вăл Çĕньял Хапăсра нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Çичĕ пĕртăван çитĕннĕ. Хальхи вăхăтра пиллĕкĕн пурăнаççĕ. Аппăшĕпе Анна Яковлевнăпа Санарпуç ял тăрăхĕнчех тĕпленнĕ.
Антонина Филимонован ашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансанах фронта кайнă. Вилĕм ункинчен хăтăлса тухнă. Яков Алексеевич фронтри юлташĕсемпе Ладога кÿлли урлă машинăпа апат-çимĕç турттарнă. Пĕррехинче пăр çурăлса кайнипе груз тиенĕ 5–6 машина тÿрех шыва анса кайнă. Телее, Антонина Яковлевнан ашшĕ чĕрĕ юлнă. Вăл хăйĕн транспорчĕпе кÿлĕ çине кĕме ĕлкĕреймен. Салтакăн вилĕмпе куçа-куçăн тата тĕл пулма тивнĕ. Акă, пĕр ÿкерчĕк. Фашистсен бомбардировщикĕсем алхаснă хыççăн çапăçу хирĕ тинех лăпланнă. Яков Алексеев машинăран тухсан аяккарах канма ларнă. Сасартăк пĕр тăшман самолечĕ вĕçсе килсе бомба хыççăн бомба пăрахма пуçланă. Салтакăн машини те, малта тăракан çарти тусĕсем те тăхланлă вут айне пулнă. Машинăран аяккарах тăракан Яков Алексеев каллех вилĕмрен çăлăнса юлнă. Вăл вăрçăра «Катюша» расчетĕнче те пулнă.
– Атте иртнине аса илме юратмастчĕ. Ахăртнех, вăрçă суранĕсем ун чун-чĕрине хытах ыраттарнă пулĕ. Шел те, аттен шăллĕ Иван Алексеевич юнлă çапăçу хирĕнчен каялла таврăнайман, – палăртрĕ Антонина Филимонова.
Ашшĕ нумай çул Вăрнарти вăрман хуçалăхĕнче водительте ырми-канми тăрăшнă. Тивĕçлĕ ĕç укçи илнĕ. «Шкул ачисенчен чи малтан пальто тăхăннă»,– пĕлтерчĕ ĕç ветеранĕ ачалăха аса илнĕ май.
Амăшĕ фермăра ĕçленĕ. Маттур хĕрарăм хăйĕн тĕпренчĕкĕсем тутлă ыйхăран вăраниччен тата шкултан киличчен яланах техĕмлĕ апат-çимĕç пĕçерме ĕлкĕрнĕ.
Антонина Яковлевна ашшĕпе амăшĕнчен тĕслĕх илнĕ, вĕсем пекех хастарлăхпа палăрса тăнă. Тĕлĕнмелле те, унăн ĕç биографийĕ 9 çултан çырăнма пуçланă. Мĕнле майпа-ши? Вăл вăхăтра «Вурнарский» совхозран çулсерен каникул вăхăтĕнче шкул хуçалăхне чăх-чĕп килсе янă. Хастар хĕрача тусĕсемпе пĕрле кайăк-кĕшĕк пăхма çу тăршшĕпех пĕлÿ çуртне чупнă.
Шкулта та, Улатăрти ял хуçалăх техникумĕнче те лайăх вĕреннĕ. Бухгалтер специальноçне алла илнĕ. Антонина Яковлевна нумай çул «Вурнарский» совхозăн профсоюз организацийĕн председателĕнче тимленĕ. Ĕç çыннисен канăвне йĕркелессишĕн, вĕсен сывлăхне çирĕплетессишĕн хытă тăрăшнă.
Антонина Яковлевна Санарпуç яш каччипе – Владимир Филимоновпа – 1969 çулта пĕрлешсе виçĕ ывăла çут тĕнче парнеленĕ. Ачисем çĕршыва юрăхлă пулса çитĕннĕ. Мăнукĕсем те хастар.
Пурнăç урапи тикĕссĕн кусмасть. Мăшăрĕн кун-çулĕ кĕске пулнă. Ăна çывăх çыннисемпе нумай савăнма пÿрмен. Ыр çын вилет – ырă ят юлать, теççĕ. Упăшки çинчен ăшшăн аса илчĕ ветеран. Владимир Филимоновича «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ» ятпа чысланă. Кил хуçалăхĕнчи пур ĕçе те пурнăçланă. Алли ылтăн пулнă.
Антонина Яковлевна та правур, унăн аллинче ĕç вĕресе тăрать. Тепĕр тесен, опычĕ те пуян темелле. Шкулта ăс пухнă чухнех ал ĕçĕ тума хăнăхнă. «Тĕрĕ ăшĕнчи пÿрт», – терĕм эпĕ Антонина Филимонован килĕнче пулнă май. Ăстаçăн тĕрлĕ эрешсемпе илемлетнĕ ÿкерчĕкĕсем пÿрте çутатсах яраççĕ.
Ĕçчен хĕрарăм хушма хуçалăха аталантарассипе те тăрăшать. Çулсерен картиш тулли чăх-чĕп ĕрчетет. Чун çимĕçĕсĕр те пурăнмасть. Тавракурăма аталантарма хаçат-журнал вулать. «Çĕнтерÿ çулне» чи малтан çырăнать.
Антонина Филимонован тепĕр чун киленĕçĕ пур – вăл юрлама юратать. Саккăрмĕш çул ветерансен районти хорне çÿрет. Ялта, районта иртекен мероприятисене тăтăшах хутшăнать. Тăван тавралăха илемлĕ сăн-сăпат кĕртессишĕн те ырми-канми вăй хурать. «Тирпейлĕх укăлчаран пуçлантăр», – тет ял хастарĕ.
Антонина Яковлевнăна çутçанталăк ырă енсене çеç панă тейĕн. «Çивĕч ăслă, кăмăллă, пултаруллă, тăрăшуллă, сăпайлă. Чун ăшшине шеллемест»,– теççĕ ун пирки ялта.
Тăрăшулăх, хастарлăх йăхран йăха куçать тенипе килĕшмеллех. Антонина Филимонован шăллĕ те – Мускав облаçĕнчи «Коломна Порт» акционерсен обществин генеральнăй директорĕ Владимир Алексеев – тăван кĕтесне манăçа кăлармасть, ял тăрăхне хăтлăх кĕртессишĕн тăрăшать.
Елена ПОРФИРЬЕВА.
Ноябрь 2024 |