Патшалăхран – тĕрлĕ енлĕ пулăшу

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.10.2019, 08:38 Просмотров: 1353

Нумай ачаллисене

Республикăра нумай ачаллă çемьесен удостоверенине парас ĕç малалла пырать.

Хальлĕхе ăна илме 6226 заявлени йышăннă. 5965 çемьене удостоверение панă. Вăл шутра Вăрнар районĕнче – 305 çемьене.

Нумай ачаллă çемьен удостоверенине 18 çул тултарман виçĕ е ытларах ача, вăл шутра усрава илнисене те, çитĕнтерекен мăшăрсенчен пĕрне параççĕ. Заявление социаллă хÿтлĕх пайĕнче çырмалла.

Сахал тупăшлисене

Çемьен пĕрлехи тупăшĕ кашни çын çине пайласан Чăваш Республикинче палăртнă пурăнмалли чи пĕчĕк виçерен сахалтарах тивĕçет пулсан вăл сахал тупăшлисен шутне кĕрет.

Çак статус çемьесене патшалăх енчен палăртнă социаллă çăмăллăхсене илме май парать. 2019 çул пуçланнăранпа ку тĕллевпе районти социаллă хÿтлĕх пайне 537 çемье заявлени тăратнă. Вĕсенчен 518-шне сахал тупăшлă тесе палăртнă. Вĕрентÿ организацийĕсенче ачисене социаллă стипенди илме тата апатланăвĕн хакне çăмăллатма 1272 справка çырса панă.

Тĕплĕ юсавшăн

Граждансен уйрăм категорине нумай хваттерлĕ çуртри пĕрлехи пурлăхăн тĕплĕ юсавĕшĕн тÿлекен хывăма саплаштарма пулăшаççĕ.

Компенсацие 75-е çитнĕ пĕччен пурăнакан, ниçта та ĕçлемен харпăрлăхçăсене тÿлевĕн 50 процентне, 80-ран иртнисене 100 проценчĕпех саплаштарма параççĕ. Çавăн пекех пенси ÿсĕмĕнчи иккĕшĕ те ĕçлемен граждансене тата I тата (е) II ушкăнри ĕçлемен инвалидсене хакăн çуррине тÿлеме пулăшаççĕ. Паянхи куна Вăрнар районĕнче тĕплĕ юсав взносĕшĕн компенсацие 95 çын илсе тăрать. Ку тĕллевпе 2019 çулта 11,1 млн тенкĕ уйăрнă. Республикипе социаллă ку пулăшăва 7900 çын тивĕçет.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика