Вăрнар районĕнчи аграрисем ял хуçалăх техникине туянасси еплерех пулса пырать?
Пĕлтĕрхи тăхăр уйăхра 89,395 млн тенкĕлĕх илнĕ. Кăçал мĕн туяннă? Тăхăр уйăхра «Янгорчино» ЯХПК парка «СП-11К» прицеп сцепкипе, куçса çÿрекен бункерлă конвейерпа, тырă тиемелли «ПЗ-20» тата ăна ывăтакан агрегатсемпе, «СЗП-4,2» сеялкăпа, сеялкăна вăрлăх яракан машинăпа пуянлатнă.
М.Максимов хресчен-фермер хуçалăхне «БМНР-6» сÿре, «СЗП-4,2» сеялка, В.Димитриева хуçалăхне минерал удобренийĕ сапмалли «РА-1000» агрегат, «КСКП-2,1» ака комплексĕ, А.Лукин хуçалăхне погрузчик, «КРН-2,4» косилка илсе килнĕ.
А.Фадеев хуçалăхĕ рулон тăвакан «СВ–120» машинăпа, Яковлев хуçалăхĕ «5х2П» тата Д.Авакумов хуçалăхĕ «БДМ 2х4» дискаторсемпе, «Броневик» ЯХПК тырă типĕтмелли «Гуливер-12» оборудованипе, «Луч» ЯХПК «Agros-585» комбайнпа усă курма тытăннă.
В.Павлов хуçалăхĕ «БДМ 4х4» дискатор, «Мураты» ЯХПК «Джон-Дир 6195М» трактор, «CPCD 25» автопогрузчик, тырра сортламалли «ПСМ-10НС» машина, «ПР-110М» пресс-подборщик, рапс пухса кĕртмелли «ПРБЖ-РMP» хатĕр, «КРН-2,1» косилка, тырă тасатмалли «ЗВС-20М» машина кÿрсе килнĕ.
К.Маркс ячĕллĕ хуçалăх удобрени сапалакан «Туман-2М», пресс-подборщик, вăрлăха аллакан тата сортлакан машинăсем, жатка, рапс пухса кĕртмелли хатĕр, сепаратор туяннă.
«Агрохмель» общество «AGRIMEC» сушилка хута янă. «Кольцовка» агрофирма хими им-çамне пĕрĕхтермелли «ОП-2000 «Руслан» прицепа, «Санары» агрофирма вăрлăха имçамламалли «ПС-20М-4» агрегата, «Победа» «Кировец К-424» трактора, «2ПТС-4 «Мещера» трактор прицепне, дисклă «АД-5Э» агрегата, минерал удобренине сапаламалли «РМУ» машинăна тата «КРН-2,1» косилкăна техника ретне тăратнă.
«Знамя» ЯХПК – «СЗ-5,4» сеялкăллă, тырă ывăтмалли машинăллă, «3ККШ-6» катоклă, хими им-çамĕ сапмалли «ОП-2000» агрегатлă пулса тăнă.
Вăрнарти аш-какай комбиначĕ парка «Беларуç-82.1» тракторпа, выльăх каяшне тиемелли «FFGR 2100» погрузчикпа, тракторăн «2 ПТС-8» прицепĕпе, удобрени сапмалли «Амазоне ZAM1500» машинăпа, «Swifter SE 10000» культиваторпа, пресс-подборщикпа, жаткăллă «М155» косилкăпа, «Джон-Дир 1745» сеялкăпа çĕнетнĕ.
Кăçалхи тăхăр уйăхра 86,994 млн тенкĕлĕх (иртнĕ çулхи çав тапхăртинчен 2,401 млн тенкĕ сахалрах) техника туяннă. Çулталăк вĕçлениччен вăхăт пур-ха. Тен, пĕлтĕрхинчен ытларах та туянĕç. Тепĕр чухне хăшĕ-пĕри: «Хальхи вăхăтра трактор-машина сахал туянаççĕ», – тет. Çак шухăша пирĕн район тĕслĕхĕ çирĕппĕн хирĕçлет.
Ноябрь 2024 |