Цифрăллă уроксем хушăнĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.10.2019, 08:43 Просмотров: 1435

Чăваш ен Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерстви Учи.ру онлайн платформăпа пĕрле «Цифрăллă шкул» проекта çул панă.

Унта республикăри 146 шкулти 341 класс хутшăнать. Проект 5–9-мĕш классенче вĕренекенсен пĕлĕвне ÿстерес, экзаменсене хатĕрленес ĕçе вăйлатас тĕллевлĕ. Занятисем вăхăтĕнче ачасем предметсене хутăш методикăпа ăса хывĕç, ахаль уроксем çумне компьютер класĕнчи цифрăллă уроксем те хушăнĕç.

Ача йăнăшрĕ-тĕк, платформа кирлĕ пек пулăшĕ, материала ăнланма хушма задачăсем парĕ.

Проекта 256 педагог хутшăнать, вĕсем ку енĕпе пурте квалификацие ÿстернĕ.

Пирĕн районта ку проект çитес çулсенче ĕçлесе кайĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Метрика