Район прокуратури 40-ри арçын тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçпе патшалăх айăплавне ертсе пынă.
Преступление тишкернĕ хыççăн суд айăплав приговорĕ кăларнă ĕнтĕ, ăна çур çуллăха условнăй майпа ирĕкрен хăтарнă. Тĕрĕслев вăхăчĕ – сакăр уйăх, çак тапхăрта суд палăртнă мĕнпур чарусене пăхăнмалла.
Суд тенкелĕ çине вăл пÿлĕме саккунсăр майпа кĕрсе ют пурлăха вăрланăшăн ларнă. Арçын августри пĕр каçхине ют мастерскойĕнче тустарнă. Çаратнă тупăшĕ те сахал мар: циркулярлă пăчкă, якатмалли машина.
Суд ларăвĕнче вăл хăй саккуна пăснине пĕтĕмпех йышăннă. Айăплав приговорĕ хальлĕхе саккунлă вăя кĕмен.
А.СОРОКИН,
Вăрнар район прокурорĕн помощникĕ.
Ноябрь 2024 |