Çак уйăхрах суд умĕнче Узбекистан çынни явап тытнă.
Вăл йĕрке хуралçисен аллине взятка пама хăтланнă чух çакланнă. Палăртнă тăрăх, сентябрьте полицин «Вурнарский» пайĕн ГИБДД сотрудникĕсем 23-ри çамрăк тытса пынă машинăна чарнă. Калинино салинче пулса иртнĕ ку пăтăрмахлă ĕç. Инспекторсем транспортри пассажир административлă йĕркене уяманнине палăртнă – вăл ют çĕршыв гражданинĕн Раççейре пулмалли йĕркене пăснă.
Пассажир тĕлĕшпе административлă ĕç ан пуçарччăр тесе водитель автоинспектора 1500 тенкĕ «хавхалану» сĕннĕ. Анчах лешĕ укçана илме килĕшмен.
Уголовлă ĕçе 2-мĕш суд участокĕн миравай судйи пăхса тухнă. Патшалăх айăплавçи ыйтнине шута илсе, взятка паракана 20 пин тенкĕ штраф хунă. Вăл арестра пулнине кура, саккунпа килĕшÿллĕн, штраф виçине пĕчĕклетнĕ: 8 пин тенкĕ хăварнă.
А.СОРОКИН,
Вăрнар район прокурорĕн помощникĕ.
Март 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |
