Скандинави утти усă кÿтĕр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.11.2019, 09:31 Просмотров: 317

Скандинави уттипе чылай çын туслашнине ялсенче ушкăнăн-ушкăнăн утнипе çирĕплетме пулать. Анчах тĕрĕс мĕнле утмалла-ха? Талăкăн хăш сехечĕсенче утни сывлăхшăн усăллăрах?

Икĕ алла та ятарлă патак тытса утни Скандинави утти шутланать. Вăл тĕрлĕ ÿсĕмри çынсемшĕн усăллă, уйрăмах – ватăсемшĕн. Çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те, кирек ăçта та утма юрать. Эрнере сахалтан та 2–3 хут çур сехетрен кая мар утмалла.

Медицина ĕçченĕсем палăртнă тăрăх, Скандинави утти самăр çынсене начарланма пулăшать. Яланхи пек утнипе танлаштарсан 46% ытларах калори пĕтет, 1 сехетре – 400 Ккал. Унсăр пуçне мышцăсен 90% хусканăва хутшăнать, чĕрепе юн тымарĕсен, сывлав тытăмĕсен ĕçĕ лайăхланать, шăмă çирĕпленет тата ытти те.

Тĕрĕс утас тесен малтанах çĕре ура тупанĕпе пусмалла, ун хыççăн – пуçĕпе. Пĕр алла мала ямалла, чавса тĕлĕнче вăл кăшт хуçланмалла. Çак вăхăтра патака кĕтеслетсе тытмалла. Тепĕр алă хыçалалла каймалла. Çак позицие тытса пымалла. Ытлашши пысăк утăм тусан, чавсана хуçлатмасан, алла хускатмасăр кĕлетке çумне çывăх тытсан, ура тупанне тĕрĕс лартмасан, ытлашши йывăр, тăвăр атă-пушмак тăхăнсан ыратнине туятăн.

Утма тытăниччен хул-çурăма кăшт хускатмалла, занятие вĕçлесен канмалла. Хăшпĕр специалист вăл е ку чирпе чирлĕ чух утма сĕнмест, çавăнпа малтан тухтăрпа канашламалла.

Скандинави утти валли ятарлă патаксем кирлĕ. Вĕсем йĕлтĕр туйисенчен кĕскерех. Тĕрĕс мар патаксемпе усă курни чĕркуççишĕн, ура сыпписемшĕн тата çурăмшăн питĕ япăх. Çавăнпа та вĕсене спорт лавккисенче специалистсемпе канашласа туяннине нимĕн те çитмест.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика