Районти тĕрлĕ культура çурчĕсенче ĕçлекенсем пĕрлешнĕ «Санар» фольклор ушкăнĕ пилĕк çул хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарать. Ăна йĕркелесе ертсе пыраканĕ – Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Галина Иванова, купăсçи – Валерий Кудрявцев. «Санар» ушкăн юпа уйăхĕн вĕçĕнче чăваш артисчĕсемпе пĕрле Мускава çитсе килнĕ. Унта тымар янă йăхташăмăрсем тăван чĕлхепе юрланине итлеме питĕ хавас пулнă. Мускав чăвашĕсем çакăн пек тĕлпулăва пысăк парне тесе хаклаççĕ.
Ноябрь 2024 |