Аçăмçырми ачисем маттурах!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.11.2019, 09:35 Просмотров: 1526

Аçăмçырми шкулĕнчи çамрăк инспекторсем Раççей шайĕнче ку юхăмăн чăн-чăн маттурĕсем пулнине çирĕплетнĕ.

Профильлĕ смена Пĕтĕм Раççейри «Орленок» ача-пăча центрĕнче иртнĕ, Чăваш ен чысне хÿтĕленĕ «Сигнал» команда унта конкурсăн мĕнпур тапхăрне ăнăçлă тухса çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.

Кăçал слета 47 регионти 51 команда пухăннă. Вăл шутра – Аçăмçырми шкулĕн хастарĕсем те: Регина Белова, Анна Константинова, Кирилл Кумруков, Валерий Николаев.

Виçĕ эрне хушшинче ачасем уйрăммăн та, командăпа та тупăшнă. Творчество конкурсĕнче вĕсем «Ачасене – хăрушсăр çулсем» темăпа эссе, авторла юрă, сăвă хайланă. Ăс-хакăл тупăшăвĕнче тестировани витĕр тухнă. Спорт конкурсĕн тапхăрĕнче «Орленок» нормативне пурнăçланă тата велосипедпа фигурăсем туса ярăннă. Кунта 1-мĕшпе 2-мĕш вырăнсене аçăмçырмисем – Валерий Николаев тата Кирилл Кумруков – çĕнсе илнĕ.

Ачасене ку енĕпе пултаруллă педагог – Владимир Георгиевич Петров – çирĕп пĕлÿ парать.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика