Вăй – туслăхпа килĕшÿре

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.11.2019, 09:35 Просмотров: 1501

Пирĕн çĕршывра 190 ытла наци çынни пурăнать, вĕсем 280 яхăн чĕлхепе калаçаççĕ.

Кашнин хăйĕн культури, йăли-йĕрки, чĕлхи. Халăхсен туслăхĕ, пĕрлĕхĕ, килĕштерсе пурăнни Раççейĕн тĕп вăйĕ, пуянлăхĕ пулса тăраççĕ те.

Халăх пĕрлĕхĕн кунне 2005 çултанпа паллă тăватпăр. Вăл – çĕршыври чи çамрăк уявсенчен пĕри. Ăна Раççей историйĕнчи пĕлтерĕшлĕ пулăма – 1612 çулта Мускава поляк-интервентсенчен хăтарнине – тата Таса Турă Амăшĕн Хусанти турăшне аслăлассине халалланă. Федераллă саккунпа килĕшÿллĕн ноябрĕн 4-мĕшне Раççей çар мухтавĕн кунĕсен шутне кĕртнĕ.

Ноябрĕн 4-мĕшĕнче Шупашкарта çулсерен ку уяв ячĕпе чаплă концерт-митинг иртет. Кăçал та вăл нумай нациллĕ республикăна пĕрлештерĕ.

Вăрнар район çыннисем те мухтавлă уява ырласа йышăнаççĕ. Районти библиотекăсенче çак кун тĕлне тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеççĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика