Пурăн, вăрман!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.11.2019, 10:07 Просмотров: 1325

Вăрман хуçалăхĕн федераллă агентстви пуçарнипе çак ятпа пĕтĕм çĕршывĕпех кĕрхи акци иртрĕ.

Çутçанталăк пуянлăхне сыхласа хăварас тĕллевлĕ ырă ĕç çичĕ çул хушшинче анлă вăй илчĕ. Хамăр тăрăхра та акци йĕркипе çулсеренех çĕршер-пиншер йывăç-тĕм лартса хăвараççĕ, çынсене вăрмансене çÿп-çапран тасатма хутшăнтараççĕ.

«Акцин тĕп тĕллевĕсен шутĕнче ачасене вăрмансене хÿтĕлеме, унăн пуянлăхĕпе типтерлĕ усă курма вĕрентесси те», – пĕлтерчĕ Калинино участокĕн лесничийĕ Владислав Ефремов. Вăл нумаях пулмасть салари шкул ачисене Калининăри вăрман хуçалăхне хăнана чĕннĕ. Çутçанталăк ытамĕнчи тĕлпулăва 6-мĕш класра вĕренекенсем хутшăннă. Владислав Ефремов çамрăк тусĕсене ку тăрăхра ÿсекен йывăçсемпе, ÿсентăрансемпе паллаштарнă, вăрманта пурăнакан чĕрчунсем çинчен кăсăклă каласа панă. Çутçанталăка вараланипе е тĕп тунипе эпир хамăра хамăр пысăк сиен кÿнине те ăнлантарнă вăл. Ачасем çĕр çинче вăрмансем ешерччĕр тесе «симĕс субботниксене» хастар хутшăнма шантарнă.

«Пурăн, вăрман!» акци çутçанталăк сыхлăхĕшĕн пăшăрханакан мĕнпур çынна пĕрлештерчĕ. Хамăр тăрăхра та кашни поселениех хутшăннă унта. Мăн Турханта, акă, ял çыннисем хыр тата акаци хунавĕсене пин енне лартса хăварнă. Уйкас Кипек ял поселенийĕн тата культура ĕçченсем, библиотекарьсем, Вăрман Кипекри шкулта вĕренекенсем те ырă ĕçрен юлман. Хырпа хурăн, слива йывăççисем, акаци тĕммисем вăй илсе ешерсен Услантăр Енĕш–Пайсупин автоçул айăккисене илем кÿрĕç.

Çĕньял Нурăсра вара акцие хутшăнакансен тивлечĕпе пилеш аллейи «çуралнă», хăмăшсем ача-пăча вăйă площадкинче, Калинино ял поселенийĕн ĕçченĕсем вăрман хĕрри-уçланкисене тирпей кĕртессипе тăрăшнă.

Экологи субботникĕсем Вăрманкас, Киçĕн Кипек, Упнер, ытти ял поселенийĕсенче те иртнĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика