Улми-çырли сад тулли

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.11.2019, 10:11 Просмотров: 1264

Мăн Явăш тăрăхĕнче улма-çырла сачĕ çитĕнтермен кил çукпа пĕрех. Хăшпĕр хуçалăхсем çулсерен вуншар тонна улма-çырла сутса пысăк тупăш кураççĕ.

Тĕрлĕ çырларан хатĕрленĕ варенисемпе повидлăсем те хĕле валли лайăх кучченеçсем пулĕç. Улма-çырла садĕнче çĕнĕ сортсем çитĕнтерес тĕлĕшпе чылай кил хуçи ырă ята тивĕçрĕ. Людмила Белова, Елена Петрова, Людмила Лаврентьева сад ăстисем улмуççисен сорчĕсене çĕнетсех тăраççĕ. Елена Петрова садĕнче çирĕме яхăн улма-çырла сорчĕ çитĕнет.

Сад ăстисен юлашки çулсенчи тепĕр çĕнĕлĕхĕ – иçĕм çырли çитĕнтерме тытăнни. Ку культура пирĕн тăрăхра та лайăх çитĕнет, çимĕçĕпе те килентерет.

Улма-çырла сачĕсен пуласлăхĕ савăнтарать. Вунă çул каялла хуçалăх ертÿçинче ĕçленĕ Иван Александрович Федоров ялта садсем йышланни çинчен çапла пĕлтерчĕ:

– Эпир хамăр ума çапла тĕллев лартнăччĕ: кашни хуçалăхрах улма-çырла сачĕсем çитĕнтерме тытăнмалла. Патăрьел тата Çĕрпÿ районĕсенчи питомниксемпе туслă çыхăну тытма пуçларăмăр, вĕсенчен вуншар тĕрлĕ улмуççи йывăçĕсене туянса тăтăмăр, кашни килте сад ĕрчетсе яма хушу патăмăр. Çапла майпа пирĕн тăрăх улма-çырла сачĕ çитĕнтерекенсен йышне кĕчĕ, тупăш пама тытăнчĕ, – малтанхи çитĕнÿсене аса илчĕ Иван Александрович.

Йывăçсем лартмалли уйăхлăхра явăшсем хастар. Ял старости И.Федоров хыпарланă тăрăх, юлашки 2–3 çулта мăн-явăшсем тавралăха илем кÿрекен вунă пин ытла йывăç-тĕм лартса хăварнă.

Владимир МОСКВИН.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика