Раççей Правительствин ятарлă хушăвне пурнăçласа, асăрхав тата профилактика ĕçĕ-хĕлĕн районти уйрăмĕ çынсем нумай пухăнакан вырăнсенче пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтернине асăрхавра тытать.
Вĕсенче тата суту-илÿ объекчĕсенче ирттернĕ тĕрĕслевсенче хăрушсăрлăх йĕркине пăснă 85 тĕслĕхе тупса палăртнă, 9 предписани çырнă. Кăлтăксене тÿрлетме панă вăхăтра çитменлĕхсенчен 95 процентне пĕтернĕ. Предписанисене шута илмесĕр хăшĕсем пушар хăрушсăрлăхне пурпĕрех туллин тивĕçтермен. Çак сăлтавпа тăватă объект тĕлĕшпе район судне тухма тивнĕ. «Ку ыйту малашне те асăрхавран тухмĕ. Пÿлĕмсен хуçисене пăхăнмалли правилăсем пирки ăнлантаруллă сĕнÿсем панă», – пĕлтернĕ асăрхав тата профилактика ĕçĕ-хĕлĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕ Алексей Петров. Ку ыйтăва нумаях пулмасть чрезвычайлă лару-тăрусене асăрхаттарассипе тата пĕтерессипе тимлекен комиссин ларăвĕнче сÿтсе явнă.
Кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта пушар тухас-тăк, шыв илмелли вырăнсем те йĕркере пулмалли çинчен 27-мĕш пушарпа çăлав чаçĕн пуçлăхĕ Владимир Афиногентов аса илтернĕ. Юрпа пăра вăхăтра тасатман е тата гидрант çăлĕсен витти çине машина лартнă пирки шыв патне çул хупă пулмалла мар, тенĕ вăл. Çулăма вăй иличчен путлантарма çăмăлрах, çавăнпа шыв шыраса вăхăта çухатни хакла ларать. Хула-ял поселенийĕсен пуçлăхĕсене комисси пушар сÿнтерме шыв илмелли вырăнсене те, вĕсем патне пыракан çулсене те хĕлле йĕркере тытассипе тимлеме хушнă.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |