Ачана пахалăхлă условисенче тата ырлăхра ÿсме, аталанма ашшĕпе амăшĕн иккĕшĕн тимлĕхĕ те кирлĕ.
Çемье арканнă пулсан та, çакă ывăлĕ-хĕрĕнчен уйрăм пурăнакан ашшĕн е амăшĕн яваплăх çухалнине пĕлтермест. Вăл çавăн пекех тĕпренчĕкĕн пурнăçне хутшăнма, çав шутра ăна çитĕнтерме укçа-тенкĕпе пулăшма та, тивĕçлĕ. Анчах пурте çак тивĕçе йышăнмаççĕ, алимент тÿлессинчен сĕмсĕррĕн пăрăнакансем те сахал мар.
Кун пеккисемпе саккун çирĕп. Акă, пĕр тĕслĕхех илер. Суд приставĕсен районти пайĕнче 31-ри Р. тĕлĕшпе пурнăçлав производстви ĕçре. Хăй ирĕкĕпе хывман пирки унран вуннăри ывăлне тивĕçекен алиментсене шыраса илме йышăннă.
«Арçынна малтанах административлă явап тыттарнă. Анчах çакă та ăна юсанма «хавхалантарман». Ĕçе вырнаçма та, алимент парăмĕсене татма та васкаман вăл. Çапла майпа суд ăна уголовлă статьяпа айăплă тесе йышăннă. Ывăлĕн ырлăхĕшĕн хыпăнман арçыннăн 5 уйăх çирĕп режимлă юсану колонийĕнче ирттерме тивет», – пĕлтерет суд приставĕсен федераллă службин Чăваш енри управленийĕн пресс-служби.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |