Авруй çулне юсĕç-ши?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.11.2019, 16:22 Просмотров: 5144

Авруй ялĕнче пурăнакансене пĕрлехи пухăва пуçтарăнма çивĕч ыйту хистерĕ.

Вĕсем хăйсене тахçанах хумхантаракан нуша – яла çитмелли пилĕк çухрăма яхăн çул çав тери япăхса юрăхсăра тухни пирки калаçрĕç.

– Юлашки çулсенче пирĕн яла автомашинăпа мар, çуран утса çитме те питĕ кансĕр. Вăрман ĕçлекенсем ăна урлă та пирлĕ ишсе, тĕппипех аркатса пĕтерчĕç. Çула тĕксе хăпартнăранпа 40 çул çитрĕ, анчах ăна юсаса тăрасси пирки манчĕç курăнать. Инкек-синкек сиксе тухас пулсан пушар машини те, васкавлă пулăшу та пирĕн пата ниепле те çитеймĕç!.. – чĕререн кулянса калаçрĕ ял старости Сергей Антонов.

Çул пирки ыттисем те хĕрÿллĕн калаçрĕç. Вĕсен пăшăрханăвĕ чăнах та пысăк. Авруй çыннисем çак çула хытарса юсаса пама ыйтаççĕ, ку ĕç пурнăçланасса шанаççĕ.

Александр АНТОНОВ,

«Единая Россия» парти членĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика