Çын хăй çуралнă самантне, амăшĕ ăна çут тĕнчене килнĕ хыççăн еплерех ăшшăн çупăрласа хăй çумне ыталаса тытнине ниепле те астума пултараймасть. Анчах та пепке амăшĕн ăшшине, унăн юратăвне, ырлăхне кун çути курсанах туять.
Эпир çитĕннĕ вăхăт – вăрçă хыççăнхи пурнăç. Кашни çемьере вăтамран 5–8 ача ÿснĕ. Пирĕн аннесен ун чухне ачисене юратса çупăрласа ларма вăхăчĕ çитмен, кăкăр ĕмĕртнĕ те сăпкана çывăрма хунă, хăйсем вара ĕç тума васканă. Çапах та эпир анне ăшшине, унăн юратăвне пĕчĕк чĕресемпе кăкăр сĕчĕ урлă туйнă.
Каярахпа, çитĕнсе пынă май, анне пĕр-пĕринпе туслă пурăнмалли, аслисен кĕçĕннисене яланах пулăшмалли çинчен калатчĕ. Пирĕн чĕрене аннен çак ырă сăмахĕсем ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлнă.
Нумай пулмасть поселокри ача-пăча ÿнер шкулĕ çинче Раççей Федерацийĕн культура тава тивĕçлĕ ĕçченне Владимир Михайлова хисеплесе Асăну хăми уçрĕç. Тухса калаçнă çынсем пурте тăванăмăрăн, Владимирăн, ырă кăмăлне, вăл кирек хăш самантра та пулăшма хатĕр пулнине, хăйĕн вĕренекенĕсемпе ĕçтешĕсене хисепленине тата унăн нумай лайăх енĕсене палăртрĕç. Анне те питĕ кăмăллă çынччĕ. Вăл ăс пани харама кайман. Астăватăп-ха, вăл пире яланах çапла калатчĕ: «Ачасем, эсир сакăр пĕртăван – тăватă ывăл, тăватă хĕр, нихăçан та никама та усал ан тăвăр. Сире чулпа переççĕ пулсан эсир хирĕç çăкăрпа перĕр». Çывăх çыннăмăр пехилне яланах асра тытнă. Çивĕч ăслă, ăшпиллĕ аннепе ÿсни – пысăк телей. Ваттисем çапла каланă: «Ашшĕ-амăшĕн пиллĕхĕ вутра та çунмасть, шывра та путмасть».
Вырсарникун Раççейре Амăшĕн кунне паллă тăваççĕ. Çак самантпа усă курса Вăрнар районĕнчи пĕтĕм аннене чĕререн саламлатăп, пурне те иксĕлми сывлăх, телейлĕ кун-çул тата ăнăçу сунатăп.
Левитан Михайлов.
Вăрнар поселокĕ.
Ноябрь 2024 |