Аслă ăру çыннисен пурнăç пахалăхне ÿстересси республика Правительствин тĕп çул-йĕрĕсен шутĕнче.
Чăваш енре ĕçлес ÿсĕмрен аслăраххисем пĕтĕмпе 314 пин çын шутланаççĕ. Ку вăл республикăра пурăнакансен 25,7 проценчĕ. Пенсие тухнисен 11,3 проценчĕ тĕрлĕ ĕçре вăй хурать.
Ку ÿсĕмри çынсен сывлăхне сыхласси, тĕрлĕ енлĕ хавхалантарасси Чăваш ен влаç органĕсен яланхи тимлĕхĕнче. Ку енĕпе çулсерен çĕнĕрен те çĕнĕ социаллă технологисем пурнăçа кĕреççĕ.
Тивĕçлĕ канурисене тата инвалидсене социаллă тивĕçтерÿ парассипе пĕтĕмпе 3011 вырăнлăх 35 учреждени ĕçлет. Килти пулăшăва 77,3 пин çын илнĕ.
«Аслă ăру» регион проекчĕпе килĕшÿллĕн кăçал 43,6 млн тенкĕлĕх 30 автомобиль туяннă. Ку транспортпа «мобильлĕ бригадăсем» ялта пурăнакан ватăсене хушма скринингсем тата диспансеризаци тухма социаллă тата медицина учрежденийĕсене çитереççĕ.
Тĕллевлĕ ĕçсен шутĕнче çавăн пекех аслă ÿсĕмри çынсен пурнăç тăсăмне 2024 çул тĕлне 78 çула çити вăрăмлатасси. Унсăр пуçне – тĕрлĕ тÿлевсемпе, çăмăллăхсемпе тивĕçтересси те. Вăл шутра обществăлла транспортпа çÿренĕшĕн, тĕплĕ юсав хывăмĕшĕн компенсаци тÿлесси те. Вăрнар районĕнче юлашки пулăшăва 70 тата 80 çула çитнĕ 95 ватă илсе тăрать.
2007 çултанпа «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята 71254 çын илнĕ. Кăçал – 4885, вăл шутра Вăрнар районĕнче ку хисеплĕ ята 108 çынна панă.
Аслă ăрурисене хавхалантарма республикăра, вăл шутра пирĕн районта та, тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеççĕ. Кăçал, акă, «Чунпа çамрăк», «Асанне тата смартфон», «Социаллă туризм» проектсене федераци шайĕнче те пысăк хак панă.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |