Николай Иванов Мускавра палăрнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.11.2019, 09:13 Просмотров: 481

Ноябрĕн 16–22-мĕшĕсенче Мускавра сывлăх енчен хавшакраххисем хушшинче «Абилимпикс» V наци чемпионачĕ иртнĕ.

Чăваш ен команди йышне Калининăри шкул-интернатăн вĕренекенĕсем те кĕнĕ. Николай Иванов «Йывăçран касса кăларасси», Владимир Арсентьев «Пушмак юсасси» номинацисенче тупăшнă. Вĕсем – професси ăсталăхĕн регионти чемпионачĕн çĕнтерÿçисем.

Палăртма кăмăллă, Николай Иванов суйлавлă тура ăнăçлă тухса финалистсен йышне лекнĕ. «Шкул ачисем» категорире пĕтĕмпе 24-ăн ăмăртнă.

Финалти кăтарту та çав тери чаплă: Николай пысăк ăсталăх кăтартса 3-мĕш вырăн йышăннă! Ертÿçи – Александр Георгиевич Смирнов. Саламлатпăр!

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика