Каллех тискер хыпар: район çулĕсем çинче шăматкун синкерлĕ авари пулса иртнĕ.
Çапăннă машинăсен пĕрин водителĕ тÿрех вилнĕ, унăн мăшăрĕпе иккĕри ывăлне васкавлă медицина пулăшăвĕ пама тивнĕ.
«Авари «Вăрнар – Упи – Красноармейски» автоçулăн 9-мĕш километрĕнче çырăннă. 24-ри çамрăк ВАЗ-21101 автомобильпе тĕп çулпа пынă. Иккĕмĕшле çулпа тухакан «Рено-Меган» çул тăваткалĕнче ăна ирттерсе яман. Çапăннă хыççăн икĕ машини те кювета анса кайнă. Чи хăрушла аманнисем – «Десяткăра» пулнă çемье: водителĕ вилмеллех йывăр суранланнă, пепке кĕтекен мăшăрне тата иккĕри ывăлне больницăна леçнĕ. «Рено-Меган» водительне тĕрĕслев витĕр кăларнă, ÿсĕрри палăрман. 44-ри арçын хăй те больницăра. Ку инкек тĕлĕшпе тĕпчев малалла пырать», – пĕлтереççĕ шалти ĕçсен республикăри министерствинчен.
Хамăр инф.
Ноябрь 2024 |