Пирĕн туссем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.11.2019, 13:51 Просмотров: 303

Манăн ачалăх вăрçă тата ун хыççăнхи йывăр çулсенче иртрĕ. Астăватăп: кайăксем валли йăва туса çакма хăми те, пăти те пирĕн тăрăхра çителĕксĕрччĕ.

Пÿрт-çурт тăррисене улăмпа витнĕччĕ те, пĕчĕк кайăксем ăна шăтăкласа йăва çавăратчĕç. Унтах чĕпĕсем кăларса çитĕнтеретчĕç – вĕсемшĕн урăхла хÿтлĕх пулман. Çынсен пурнăçĕ йывăр пулнă, кайăксен те вĕсенчен уйрăлса тăман. Халĕ пирĕн çурт-йĕр хăтлă, кайăксен те чипер. Урамри, пахчари йывăçсем çинчи йăвасене шутласа кăлараяс çук. Сăмахран, Çĕньял Нурăсри Матвеевсеннех çирĕм ытла. Çулла унта шăнкăрчсем савăнаççĕ, хĕлле – çерçисемпе ытти кайăксем.

Пирĕн республикăра хĕл каçакан кайăксем сахал мар. Пысăккисем сивве, хырăм выçнине çăмăлрах чăтса ирттереççĕ. Вĕсене апат тупма çăмăлрах. Пĕчĕк кайăксене вара çĕре юр витсен апат тупма чылай хĕнрех. Тĕпчевçĕсем сăнанă тăрăх, хĕлле пуринчен ытла кăсăясем аптраççĕ. Сивĕ çанталăк, паллах, вĕсене те хăратать. Анчах унтан ытла апат çитменнипе хăшкăлаççĕ-мĕн: вуннăран саккăрăшĕ выçăпа вилеççĕ, иккĕшĕ çеç çурхи кунсене кĕтсе илеççĕ иккен.

Тĕрĕссипе, ÿсентăрансене сиенлĕ хурт-кăпшанкăран хÿтĕлес енĕпе шăпах кăсăясем питех те хастар. Асăрханă пулĕ: пахчари, анкартинчи улма-çырла йывăççисен, тĕмĕсен тураттисене, çулçисене тимлĕ тĕрĕслеççĕ вĕсем, сиенлĕ хурт-кăпшанкăна кун каçиччен пайтах пĕтереççĕ. Ку ĕçре кăсăясемсĕр пуçне шăнкăрчсен тата кăнтăртан вĕçсе килекен ытти пĕчĕк кайăксен усси уççăнах палăрать.

Çанталăк сивĕтсен кăсăясем çын пурăнакан вырăнсене таврăнаççĕ, пирĕнтен апат-çимĕç кĕтеççĕ. Тархасшăн, хĕл ирттерме пулăшсамăр тенĕ пекех, сăмсисемпе чÿречене таклаттараççĕ, пирĕн çине ыйтуллăн пăхаççĕ. Эпир, акă, вăхăтлăха пуçтарса хунă сырăша хăвăртрах чÿречен тепĕр енне кăларса çакрăмăр, унта хĕвелçаврăнăшпа кĕрпе хутăштарса хутăмăр. Пĕчĕк туссем нумай та кĕттермерĕç – пĕрин хыççăн тепри вĕçсе пырса кучченеçпе хăналанма тытăнчĕç. Вăрттăн пăхатпăр та: пĕлтĕрхи туссем пекех туйăнаççĕ. Çисе тăрансан пĕр вăхăт таçта кайса çухалаççĕ те каярахпа каллех сырăш патне таврăнаççĕ. Юрать, халĕ пасарсенче пĕрчĕллĕ апат-çимĕç çителĕклех сутаççĕ. Шартлама сивĕре выльăх сали ытларах килĕшет вĕсене.

Юлашки çулсенче кайăксене апат çитермелли вырăнсем нумайланса пыни савăнтарать. Шкул ачисемпе пенсионерсене ырламалла: пархатарлă юхăма хастар хутшăнаççĕ. Çынсем сарайсемпе витесем çывăхĕнче выльăх-чĕрлĕхе, чăх-чĕпе апатлантарнăран кайăксем те хăналанма ĕлкĕреççĕ. Шкулсенче ятарласа «Кайăк уявне» паллă туни пуриншĕн те кăмăллă.

Тĕлĕнмелле те, чÿк уйăхĕн 12-мĕшĕнче «Кăсăя кунне» паллă тăваççĕ-мĕн. Ку кайăксемпе туслă пулни, вĕсене май килнĕ таран пулăшни пахчаçимĕçе тухăçлă çитĕнтерме пулăшĕ, вĕсем чĕвĕлтетни-юрлани чуна савăнтарĕ.

Вениамин ИВАНОВ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика