Машинăпа ÿсĕрле çÿренĕшĕн административлă явап тытнă çын каллех эрех ĕçсе руль умне ларчĕ-тĕк, ăна уголовлă айăплав кĕтет.
Районти 47-ри хĕрарăм-водительпе те çавăн пекех пулса тухнă. Дознани вăхăтĕнче палăртнă тăрăх, 2017 çулхи сентябрьте Мускав облаçĕнчи Дмитров районĕн миравай судйи ку хĕрарăма 30 пин тенкĕ штраф хунă тата çулталăк çурăлăха транспорт хатĕрĕпе çÿреме чарнă. Суд йышăнăвĕ водитель машина рулĕ умĕнче ÿсĕрле лекнипе çыхăннă.
Анчах водитель правине туртса илни те хĕрарăма машинăпа çÿреме чăрмантарман. Миравай суд палăртнă чарусем те юсанма хистемен ăна. ГИБДД сотрудникĕсен тĕлне каллех ÿсĕрле лекнĕ вăл – ку хутĕнче хамăр районта. Кăçалхи сентябрьте ÿсĕр хĕрарăм, «Вăрнар–Кульцав» автоçул çинче, Кульцав çывăхĕнче, автомашинăна тытса чараймасăр кювета анса кайнă. Çакăн хыççăн ăна ГИБДД сотрудникĕсем чарнă.
Уголовлă ĕçпе айăплав актне çирĕплетнĕ, район судне янă.
Сăмах май, РФ Уголовлă кодексĕн 264.1-мĕш статйинче палăртнă тăрăх, ку преступленилле ĕçшĕн икĕ çул таран ирĕксĕр хăварма та, виçĕ çул таран пĕр-пĕр должноçе йышăнма е пĕр-пĕр ĕçре тимлеме чарма та пултараççĕ.
А.СОРОКИН,
Вăрнар район прокурорĕн помощникĕ.
Ноябрь 2024 |