Уголовлă ĕç пуçарнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 30.11.2019, 10:46 Просмотров: 373

«Ноябрĕн 20-мĕшĕнчи каçхине вырăнти полици пайне 54-ри арçынна илсе килнĕ. Вăл, ÿсĕрскер, поселокри кафере обществăлла йĕркелĕхе сĕмсĕррĕн пăснă пулнă. Çак сăлтавпа ун тĕлĕшпе тĕрĕслев ирттерме тытăннă та. Анчах арçынна йĕркелĕх хуралçисен ĕçĕ килĕшмен курăнать. Унтан та ытларах – вĕсене хирĕç тăма шутланă вăл. Малтан ведомствăна пăхăнман хуралăн пĕр сотрудникне чышкăпа сăмсаран тăрăнтарнă, хыççăн теприне алăран çапса янă. Хурал сотрудникĕсем, паллах, çапăçакана чарма пултарнă, ăна наручниксемпе пăркăчланă», – пĕлтерет республикăри следстви управленийĕн Çĕмĕрлери следстви пайĕ.

Следовательсен информацийĕ тăрăх, Мăн Турханти 54-ри арçын тĕлĕшпе халĕ влаç представителĕсене хирĕç вăйпа усă курнăшăн уголовлă ĕç пуçарнă. Ку процессуаллă йышăнăва район прокурорĕ саккунлă тесе çирĕплетнĕ. Каласа хăвармалла, йĕркене пăснă арçынна хулиганла ĕçшĕн административлă явап та тыттарнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика