Телей никĕсĕ – ăнланупа килĕшÿлĕх

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 30.11.2019, 10:46 Просмотров: 1051

Пĕрле алла-аллăн утнă 55 çул – паллах, яланах пĕр тикĕс килмен, тумхахсăр мар, анчах килĕшÿпе ăнланура иртнĕ пурнăç çулĕ. Ахальтен мар çемьен çак сумлă юбилейне сайра тĕл пулакан, хаклă та паха чулпа – изумрудпа – танлаштараççĕ. Вăл мăшăрсем хушшинче тĕвĕленнĕ, мулран та хаклă, ăшă туйăмсене сăнарлать.

Калинино тăрăхĕнчи чи ятлă-сумлă, хисеплĕ çемьесенчен пĕри – Быковсем те – çакна яр уççăн çирĕплетеççĕ. Владимир Никитичпа Анастасия Петровна шăп 55 çул каялла иккĕн пĕр пурнăçпа пурăнма тупа туса хут уйăрттарнă. Ытти çемьери пекех вĕсен те чашăк-кашăк шăкăртатмасăр пулман ĕнтĕ, йывăрлăхне те сахал мар чăтса ирттернĕ пулĕ. Апла пулин те ырă та телейлĕ самантсене мала кăларма тăрăшнă. Ĕçре те, уявра та пĕрле пулма тăрăшнă, пĕр-пĕрне хаклама вĕреннĕ. Çемье çирĕплĕхне кура çума-çумăн изумруд туя кĕтсе илме пÿрнĕ те вĕсене çÿлти Турă.

Çур ĕмĕр ытла сисмесĕрех хыçа юлчĕ теççĕ вĕсем. Анчах хулпуççисем хыçĕнче – тĕрлĕрен пулăмсемпе пуян, икĕ пурнăçа пĕр тĕвве явнă сумлă шăпа. Мăшăрсем иккĕшĕ те пурнăç тăршшĕпех ĕçре пиçĕхнĕ. Хăйсем те ĕçченлĕхпе йĕркелĕхе хисепленĕрен ачисенче те çак тĕп хаклăхсене хывса ÿстернĕ. Тăваттăн вĕсем Быковсен – икĕ хĕрпе икĕ ывăл. Ашшĕ-амăшĕ пекех маттур та хастар.

Анастасия Петровна, пултаруллă педагог, 47 çул ачасене пĕлÿ парассине тата обществăра хăйсен вырăнне тупма пулăшассине халалланă. Калининăри шкул-интернатра тимленĕ май çăмăл мар ачасемпе ĕçлеме тивнĕ. Анчах вăл вĕренекенсемпе пĕр чĕлхе тупма, кăсăклантарма пĕлнипе палăрнă. Вăл пуçарнă педагогсен династийĕ татăлман, ăна Татьяна хĕрĕпе Светлана мăнукĕ малалла тăснă. Чылай çул Хирлепри кирпĕч завочĕн ĕçне йĕркелесе ертсе пынă Владимир Никитичăн йĕрĕпе каякансем те хăйĕн ывăлĕсемех. Викторпа Андрей строительство ĕçĕнче хăйсен кирлĕлĕхне тупнă. Надежда хĕрĕ вара пурнăçне медицинăпа çыхăнтарнă. Кашниннех хăйĕн çемйи ĕнтĕ, ачи-пăчи.

Тĕрĕссипе, Быковсен ăшăлăхпа тулнă кил-çуртĕнче тăтăшах тăватă ăру пухăнать. Владимир Никитичпа Анастасия Петровнана, çывăхра мар пулин те, ачисем тăван кил-хуçалăха тытса пыма пулăшсах тăраççĕ. Юратнă мăнукĕсем те тимлĕхсĕр хăвармаççĕ. Чи çамрăк ăру та – кĕçĕн мăнукĕсем – Быковсен куç тулли савăнăçĕ, чун-чĕрене хаваслăхпа тултаракансем, çутă ĕмĕтпе пурăнма хавхалантаракансем.

Владимир Никитичпа Анастасия Петровна çулĕсене пăхмасăрах паян та ĕçсĕр лармаççĕ. Хăнăхман вĕсем вăхăта усăсăр ирттерме. Çулла пахчара ăшталанма юратаççĕ, çырла-кăмпа пухма ухута, хĕлле валли те хатĕрлеççĕ. Мăшăрсем хаçат-журнал, кĕнеке вуламасăр пурăнаймаççĕ, çĕршывра пулса иртекен мĕнпур хыпар-хăнарпа кăсăкланаççĕ. Шашка-шахмат вăййисене юратни ăс-тăна çивĕч тытма пулăшать.

Изумруд туй ячĕпе Быковсене çывăх çыннисемпе пĕрлех район администрацийĕн ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ Татьяна Филиппова тата Калинино ял поселенийĕн пуçлăхĕ Алина Константинова та чунтан саламланă. Вĕсен çемье тĕслĕхĕпе мăнаçланнине пĕлтернĕ, малашне те пĕрле алла-аллăн тытăнса тата нумай çул пурăнма суннă. Салари пултаруллă юрă-ташă ăсти Виктор Волков илемлĕ юрăсемпе савăнтарнă.

Ирина ПЕТРОВА.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика