Социаллă ушкăнсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерес енĕпе 2019 çулта тĕрлĕ шайри бюджетсенчен 2,1 миллиард тенкĕ уйăрма палăртнă – 4,7 пин çемьен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатмалăх.
Çамрăк çемьесем, çамрăк специалистсем, ялта пурăнакансем валли 512 миллион тенкĕ уйăрма пăхнă. 648 çемье çĕнĕ çуртсемпе хваттерсене куçнă та ĕнтĕ.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă çынсене, вĕсен тăлăх арăмĕсене хваттер парасси те вĕçленмен-ха – кун валли федераци бюджетĕнчен 75,5 миллион тенкĕ уйăрнă.
Тăлăхсене хваттерсемпе тивĕçтерессине туллин татса пама 1,5 миллиард тенкĕ кирлĕ. Тăкаксен пысăк пайне республикăн хăйĕн çине илме тивет. Республика бюджетĕнчен кăçал 182 миллион тенкĕ ытла уйăраççĕ – Мускавпа тунă килĕшÿре пăхнинчен 52 хут(!) пысăкрах. Пĕтĕмпе 232 тăлăх хваттерлĕ пулĕ.
Нумай ачаллă 37 çемье те кăçал çĕнĕ çурт ĕçки тума пултарать. Чăн та, çакăн валли уйăрнă 100 миллион тенкĕрен 47 миллионĕпе кăна усă курнă-ха.
Ноябрь 2024 |