Нивушлĕ вăй çитерейместпĕр?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.12.2019, 10:00 Просмотров: 326

Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсен çĕнтерĕвĕсем ячĕпе авалтанпах чиркÿсем хăпартнă. Ырă йăлана малалла тăсса, ак, кĕçех тĕп хуламăрта Раççей Хĕçпăшаллă Вăйĕсен Тĕп храмĕ çĕкленĕ.

Ăна вырăс халăхĕн тĕрлĕ вăрçăри паттăрлăхне халалланă. Мĕнпур халăх хывнă укçа-тенкĕпе çĕкленекен сумлă храм Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулхи юбилейĕ тĕлне хăйĕн алăкĕсене уçасси иккĕлентермест. Çав вăхăтрах Вăрнарта тума палăртнă астăвăм часавайĕ пирки çапла калаймăн.

– Çĕршыва сыхласа пурнăçĕсене панă салтаксен, çар çыннисен ячĕпе Вăрнарта часавай лартма пуçламалла тесе калаçрĕç пĕр вăхăтра. Кирлĕ, пысăк ĕç тесе ырларăм. Укçа пухнине пĕлсен, пенсипе кăна пурăнатăп пулин те, хам та кăшт хыврăм. Анчах, Вăрнара килкелесе çÿретĕп те, темшĕн строительство ĕçĕсем вырăнтан хускални курăнмасть, – пăшăрханса калаçрĕ пĕр ветеран, çак кунсенче редакцире пулнă май.

Тĕрĕссипе, ку ыйтăва хускатаканĕ вăл кăна мар, хаçат вулакансем строительство мĕншĕн тăсăлса кайнипе тăтăшах кăсăкланаççĕ.

Мирлĕ пурнăçшăн пуçĕсене хунă ентешсене хисеплесе часавай çĕклесси пирки, чăнах та, темиçе çул каяллах сăмах пуçарнăччĕ. Проектне, кирлĕ документсене те хатĕрленĕ. Вырăнне те палăртса йышăннăччĕ: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене мухтакан мемориаллă комплекс çывăхĕнче. Палăртнине пурнăçласан ун çывăхĕнчи территори те татах та хăтлăланса илемленĕ.

Анчах темиçе çул иртрĕ, Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулхи юбилейĕ те çывхарать – лав вырăнтан та тапранмасть. Сăлтавĕ уçăмлă-ха ĕнтĕ – укçа-тенкĕ çителĕксĕрри. Часавая ирĕклĕ хывăмсем шучĕпе хăпартма палăртнă. Ырă пуçарăва кашниех хăйĕн пĕчĕк те пулин тÿпине хывсан, тенкĕ çумне тенкĕ хушăнсан, ĕç хускалмалла пек те. Районта, телее, пысăк предприятисем, ÿсĕмлĕ тимлекен организацисем те пур, уйрăм предпринимательсен шучĕ те сахал мар. Вĕсем ахаль çынсенчен кăшт ытларах та пулăшма май тупсан вăрах тăсăлнă часавай строительстви пурнăçа кĕресси иккĕлентермест.  

«Чукун çул вокзалĕ çумĕнчен иртнĕ чух часавай пулмалли вырăн тăлăххăн курăнни чуна ыраттарать. Нивушлĕ эпир çавăн пекех вăй-халсăр-ши, кирлĕ укçа-тенке пухаймастпăр-ши, тесе шутлатăп. Паттăр çар çыннисене чысласа пуçарнă ĕçе вĕçне çитермесен намăс. Тен, халĕ республикăра вăй илнĕ пуçаруллă бюджет программи пулăшма пултарать?» – сĕнчĕ Вăрнарта пурăнакан педагогика ветеранĕ Маргарита Матвеева, хăйне те ку ыйту чунтан пăшăрхантарнине пĕлтерсе.  

И.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика