Хĕллехи вăрăм каçсене ытларахăшĕ телевизор умĕнче ирттерет.
Телефонпа тĕрлĕ вăйă выляма юратакансем те чылаййăн. Вăхăчĕ апла та, капла та шăвать, паллах. Анчах та ăна усăллă, кăсăклă ирттерни тата аванрах.
Шĕнер Ишек хастарĕсем кашни çулах Сурхури улахне пуçтарăнассине ырă йăлана кĕртрĕç. Туслă йышпа ал ĕç тунинчен, чун каниччен юрласа ташланинчен лайăххи мĕн пултăр; Ларма килнĕ хĕрсемпе каччăсем чăваш юрри-такмакĕсене, вырăс халăх юррисене юрларĕç. Олег Семенов купăспа выляса улаха илем кÿчĕ.
Ноябрь 2024 |