Суйлавлă сăнав иртĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.01.2020, 16:48 Просмотров: 1172

Росстат кăçал та федераллă статистика сăнавĕсене ирттерессине малалла тăсĕ.

Январь – февральте, сăмахран, халăхăн тупăшне тата çынсем социаллă программăсене хутшăннине суйлавлă сăнав урлă палăртĕç.

Ăна кашни çул ирттереççĕ. 2014–2015 çулсенче сăнава 45 пин кил хуçалăхĕ хутшăннă, 2016, 2018, 2019 çулсенче – 60 пин кил хуçалăхĕ. 2017 çултан, пилĕк çулта пĕр хутчен, пĕтĕмĕшле 160 пин çемьерен ыйтса пĕлеççĕ.

2020 çулта пĕлтĕрхи пекех суйлавлă сăнава çĕршыври 60 пин кил хуçалăхĕ хутшăнĕ. Пирĕн республикăра – 576, вăл шутран 336-шĕ – хуласенче, 240-шĕ – ялсенче.

Сăнав валли Чăваш енре Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Улатăр, Çĕмĕрле, Çĕрпÿ, Етĕрне хулисене, Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреç, Канаш, Комсомольски, Муркаш, Вăрмар, Шупашкар, Çĕрпÿ, Етĕрне районĕсене суйласа илнĕ.

Ыйтăма Росстат çирĕплетнĕ ятарлă формăна çырса тултарĕç. Интервьюерсем палăртнă кил хуçалăхĕсене çитсе çынсемпе куçа-куçăн калаçĕç. Ун вăхăтĕнче илнĕ информаци йăлтах вăрттăнлăхра юлать, унпа пĕтĕмĕшле статистика даннăйĕсене йĕркелеме кăна усă кураççĕ.

Ун кăтартăвĕсем демографи тата социаллă политика мерисене хатĕрлеме, вĕсен эффективлăхне, наци проекчĕсемпе патшалăх программисем çĕршыври демографи тăрăмĕ çине еплерех витĕм кÿнине палăртма пулăшаççĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика