Киревсĕр ĕçсене асăрхаттарас тĕллевпе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.02.2020, 09:15 Просмотров: 250

Полицин «Вурнарский» пайĕ оперативлă ĕç-хĕлпе пĕрлех саккуна пăснă тĕслĕхсене асăрхаттарассипе те тĕллевлĕ тимлет. Ку ĕçĕн пĕлтерĕшĕ пысăк: киревсĕр пулăмсене тума май паракан сăлтавсене вăхăтра сирни криминаллă лару-тăрăва çирĕп тĕрĕслевре тытма пулăшать.

Профилактика тĕллевĕпе йĕрке хуралçисем административлă саккунлăхпа анлăн усă кураççĕ. Тимлĕхре – йăлари-çемьери киревсĕрлĕхсене чакарасси, эрех-сăра сутакан заведенисенче тата вĕсен таврашĕнче рейдсем йĕркелесси, çынсем чылай пухăнакан е массăллă мероприятисем иртекен вырăнсенчи обществăлла йĕркелĕхе тивĕçтересси, алкоголь суту-илĕвне тата спиртлă шĕвексемпе алхасакансене асăрхавра тытасси тата ытти те.

«Вурнарский» пай ĕçĕ-хĕлĕн пĕтĕмлетÿллĕ кăтартăвĕсем тăрăх, пĕлтĕр административлă правăна пăснипе çыхăннă 1240 тĕслĕхе тупса палăртнă. Çавăн пекех административлă штрафсене вăхăтра тÿлеменшĕн 117, хулиганла вак-тĕвек ĕçсемшĕн 91 протокол çырма тивнĕ. Йĕркелĕхе пăхăнманшăн административлă арест хунă тĕслĕхсем те пур% явапăн ку тĕсне районти 112 çын тĕлĕшпе йышăннă.

Çынсен сывлăхĕпе пурнăçне хирĕçле йывăр преступленисен ытларах пайĕ, унчченхи çулсенчи кăтартусем тăрăх, йăлара тухать. Çакна асра тытса поселокра, ялсенче пурăнакансемпе асăрхаттару ĕçне ирттересси тĕпре. Полици сотрудникĕсем (уйрăмах участоксенчи уполномоченнăйсем) çемьере хирĕçекен-çапăçакансене, çывăх çыннисене хĕн кăтартакансене, ĕçкĕçсене куçран вĕçертмеççĕ. Полицин «Вурнарский» пайĕн информацийĕ тăрăх, пĕлтĕр вĕлерессипе хăратнă тĕслĕхсене 16, хĕн кăтартнине 3, çынсен сывлăхне çăмăл сиен кÿнине 19 регистрациленĕ. Çавăн пекех Шĕнер Ишек ял поселенийĕнче уйрăмах йывăр пĕр преступлени пулнине те каламалла.

Сăмах май, пĕлтĕр çынна çапнă-хĕненĕ пирки административлă йĕркепе 143 протокол çырнă.

Преступленисем тăвас хăрушлăх пур тепĕр ушкăн – унччен те (хăшĕсем пĕрре те мар) судпа айăпланнă е саккуна пăсас туртăмлă граждансем. Вĕсем уйрăмах кулленхи тĕрĕслевре. Тĕрлĕ сăлтава кура полици пайĕнче 327 çынна учета илнĕ, вĕсенчен 26-шĕ тĕлĕшпе административлă асăрхав палăртнă. Анчах кунашкаллисем хушшинче те йĕркене уяманнисем – хăйсем тĕлĕшпе çирĕплетнĕ чарусене ним вырăнне хуманнисем – тупăнаççĕ. 2019 çулта, акă, административлă асăрхаври пĕр çын преступлени тунă. Чарусене пăхăнманшăн вара ку ушкăнри 48 çынна административлă явап тыттарнă.  Уйрăммăн илсен, шутра тăракансенчен 31 çын – условнăй майпа срокчен малтан айăплавран хăтарнисем, 61-ĕн – ирĕкрен хăтармасăр айăпланнисем, çемьере пуçтахланакансем 68-ăн, ĕçкĕçсем – 10-ăн тата наркотикпе иртĕхекенсем 4-ăн.

Колонисенчен тухнисене, саккуна пăсма пултаракансене тÿрленме пулăшас, киревсĕр çултан пăрас тĕллевпе вĕсен социаллă адаптацийĕн ыйтăвĕсемпе полици сотрудникĕсем профилактикăн мĕнпур субъекчĕсемпе хутшăнса ĕçлеççĕ. Çавна май уголовлă пурнăçлав инспекцийĕн, ĕçпе тивĕçтерекен центр, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен, ытти службăсен сотрудникĕсемпе тачă çыхăну йĕркеленĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА. 

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика