Нарăсăн 12-мĕ-шĕнче ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Мускавра РФ промышленноç тата суту-илÿ министрĕпе Денис Мантуровпа курнăçнă.
Ĕçлĕ тĕлпулура республикăн 2024 çулчченехи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн уйрăм программине пурнăçлас ыйтусене сÿтсе явнă.
Тĕлпулу çинчен Олег Николаев кĕçнерникун Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче каласа панă. Асăннă программăн РФ Правительствинчи кураторĕпе Денис Мантуровпа уйрăм мероприятисене, регион аталанăвĕн уйрăм çул-йĕрĕсене, республика резервĕсене тата конкурентлăх майĕсене тишкернĕ. Министр шучĕпе, Чăваш енĕн IT-технологисен сферинчи майĕсем анлă – энергетикăпа промышленноçри киберхăрушсăрлăх центрне йĕркелеме пулать. Вăл çавăн пекех альтернативлă энергетикăна аталантармалли майсене те палăртнă.
Раççей Правительствин резерв фондĕнчен электричество транспорчĕн паркне çĕнетме хушма укçа уйăрассине тишкернĕ. Çĕнĕ троллейбуссем пулĕç. Общество транспорчĕ валли 1,2 миллиард тенке яхăн килĕ. Олег Николаев аталану программине хатĕрлесе çитерес енĕпе малалла ĕçлемеллине палăртнă.
Виçĕмкун Чăваш ен Министрсен Кабинечĕн çĕнелнĕ йышĕ пуçласа ларăва пухăннă.
ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев республикăра наци проекчĕсене пурнăçлассипе çыхăннă ĕçсене васкатмалли пирки асăрхаттарнă. Çакă цифрăсенче мар, çынсем ырă улшăнусене туйнинче палăрмалла. Çĕнĕ шкулсем, çулсем, реконструкциленĕ социаллă объектсем – çакă тĕп тĕллев пулмалла. Çавна май Правительство халь Чăваш ен бюджетне кĕртмелли тÿрлетÿсене хатĕрлет, тивĕçлĕ саккун проектне нарăс вĕçлениччен Патшалăх Канашне тишкерсе йышăнма парасшăн.
Ĕç тăвакан влаç органĕсен Президент Çырăвне пурнăçлас енĕпе ĕçлемелли планпа вице-премьер – экономика аталанăвĕн министрĕ Иван Моторин паллаштарнă. Икĕ çул-йĕр палăртнă: демографие, нумай ачаллă çемьесене пулăшасси, социаллă ыйтусене татса парасси тата макроэкономикăна тĕревлемелли условисене лайăхлатасси. Кăçал республикăра 9 садик тума пуçлама палăртнă, Элĕкре бассейн тумалла, ялсенчи медицина ĕçченĕсене хваттерсемпе тивĕçтерессине йĕркелемелле тата ытти те. Иккĕмĕш çул-йĕрпе çыхăннă ĕçсен шутĕнче – пысăк технологиллĕ производствăсем уçасси, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелесси, ял хуçалăх продукцине тирпейлессине анлăрах çул парасси тата ытти те. Çырура палăртнă тĕллевсем валли республикăна 2020–2021 çулсенче 38 миллиард тенкĕ кирлĕ пулать.
Ĕçлев министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алена Елизарова иртнĕ çулхи тăваттăмĕш кварталшăн пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçене çирĕплетес ыйтупа сăмах илнĕ. Çав виçене 8976 тенкĕ шайĕнче çирĕплетме сĕннĕ – умĕнхи кварталтинчен 309 тенкĕ пĕчĕкрех.
«Çак цифрăсен хыçĕнче – çынсем. Енчен те хаксем чакмаççĕ пулсан, пурăнма кирлĕ виçе пĕчĕкленни – тĕлĕнмеллерех... Çынсен ырлăхĕ пирки калаçатпăр – çакăнпа çыхăнсах тăмасть», – тенĕ О.Николаев. Пособисемпе субсидисен виçи шăпах çав минимумран килет вĕт. Çавăнпа вăл ыйтăва тишкерессине каяраха куçарма, минимума чакармасăр хăварассине никĕслекен саккун проектне васкавлăн хатĕрлеме сĕннĕ.
Ноябрь 2024 |