Вулавпа туслаштаракан пуçару

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.02.2020, 13:42 Просмотров: 292

Кĕнеке – учитель. Кĕнеке – ăс-тăн çăлкуçĕ. Кĕнеке çук кил чунсăр кĕлетке пекех...

Паллă писательсен çак сăмахĕсенчи тĕрĕслĕхе ниепле те хирĕçлеймĕн. «Кĕнеке вуласан тус тупнăнах туйăнать», – терĕ Вăрнарта пурăнакан аслăрах ÿсĕмри пĕр хĕрарăм «Ростелеком» филиалне кĕнĕ çĕрти çÿлĕк çинчи кĕнекесене пăхнă май. «Библиотекăна та тăтăшах çÿретĕп, анчах та кунта йĕркеленĕ хăйне евĕрлĕ вулав пункчĕ мана питех илĕртрĕ. Ак, хам та килти кĕнекесене илсе килтĕм. Ыттисем те вулаччăр!» – терĕ вăл хавхаланса.

«Книговорот» çÿлĕкне йĕркелекенĕ – ку çуртра вырнаçнă «Цветы» лавкка ертÿçи Фаина Александрова. Ырă та пархатарлă утăма тума ăна хăй вулавпа çав тери çывăх пулни хистенĕ. Килĕнчи кĕнеке фончĕ пуян унăн. Хăшĕсене темиçе хут та вуланă. Кăларса пăрахма, макулатурăна яма, çунтарма шел. Çавăнпах çуралнă та ĕнтĕ çак шухăш – хăй ĕçленĕ вырăнта кĕнеке çÿлĕкĕ йĕркелесси. Ку пуçарупа ăна кукашшĕ Василий Николаевич Габайдулин та хавхалантарнă. Ăна та кĕнеке тĕнчи самаях кăсăклантарать.

Чылайăшĕ вулавăн ку пункчĕн меллĕхне туйса илнĕ ĕнтĕ. Кунта килекенсем хăйсене килĕшекен автора хаваспах пĕрле илеççĕ, килĕнчен кĕнекесем илсе килсе çÿлĕк çинче хăвараççĕ, ыттисем те алла илччĕр, ăс-хакăлпа, чун-чĕрене пуянланччăр, теççĕ.

Чăн та, кĕнеке чуна уçать, çыннăн хăватне çĕклет, ăнтăлăвне ÿстерет, ăс-тăна çивĕчлетет, чĕрене çемçетет. Çавăнпах ăна вăхăт тупса хушăран та пулин алла тытасчĕ, ырă йăлапа – вулавпа – ачасене те туслаштарасчĕ. Фаина Александрован пуçарăвне те хавхалантарасчĕ – çÿлĕке çĕнĕ кĕнекесемпе ытларах тултарасчĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика