Иван Бутылкин 1923 çулхи çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче Хапăсра çуралса ÿснĕ. Ялти çичĕ класлă шкулта вĕреннĕ. Колхоз ĕçне те хутшăннă.
Каярахпа Çарăклăри ФЗО шкулĕнче вĕреннĕ. Вăрçă пуçланни çинчен унта пĕлнĕ. 1942 çулхи çу уйăхĕн 4-мĕшĕнче фронта тухса кайнă. Малтанах 359-мĕш запасри полка лекнĕ. Каярахпа гварди 316-мĕш дивизийĕнче çурлапа авăн уйăхĕсенче Ленинграда хÿтĕлекен хаяр çапăçусене хутшăннă, наводчик пулнă. Тăшман тăтăшах бомба, снаряд тăкнă, танксемпе пехота пĕрмай хирнĕ. Авăн уйăхĕн 21-мĕшĕнчи çапăçура миномет расчечĕ бомбăпа арканать, Иван Данилович аманать, ăна контузи пулать. Каярахпа Хапăс каччине санитарсем тупнă, Саратов хулинчи госпитале ăсатнă. Çавăн чухне ĕнтĕ штабран яла «Иван Бутылкин хыпарсăр çухалнă» текен хут янă, ăна пурнăçран уйрăлнă тесе шутланă, вилнисен списокне кĕртнĕ, каярахпа Иван Бутылкин ятне Тăван çĕршыв вăрçинче пуç хунă салтаксене асăнса лартнă ялти палăк çинче те çырса хунă. Анчах та Иван Данилович сывалать. Каллех тăшмана хăвалакан çапăçусене – Воронеж, Украина фрончĕсене хутшăнать. Запорожье, Львов, Станислав, Прикарпатье хулисене ирĕке кăларма хутшăнать.
Чунтан кĕтнĕ Аслă Çĕнтерÿ кунне Иван Бутылкин сержант Будапештра, Венгрин тĕп хулинче, кĕтсе илет. Çартан, 86-мĕш стрелковăй полкран Тăван çĕршыва 1949 çулхи çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче кăна таврăнать. Тăван киле кĕмесĕрех пуйăспа тÿрех Çĕпĕрелле вĕçтерет, Тюмень облаçĕнче пурăнма пуçлать. Заводоуковский районĕнчи Лебедевка поселокĕнчи вăрман хуçалăхĕнче мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех вăй хурать.
Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 35 çул çитсен кăна Иван Данилович хăйĕн çинчен тăван ялĕнчи шăллĕсене пĕлтерет. Нимĕç фашисчĕсемпе çапăçса паттăрлăх кăтартнăшăн Иван Данилович «Çапăçура палăрнăшăн» медале тивĕçнĕ. Унсăр пуçне унăн юбилей медалĕсем те пур.
А.ХАПĂС.
Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.
Ноябрь 2024 |