Пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлени – ăнăçу никĕсĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.03.2020, 12:59 Просмотров: 254

Ыран, мартăн 15-мĕшĕнче, Вăрнарти хутăш препаратсен заводне йĕркеленĕренпе 90 çул çитет. Çак кун 1930 çулта ял хуçалăхĕ валли фосфорит çăнăхĕ кăларма тытăннă. 90 çул хушшинче завод аталанса, ÿссе, хăватланса пычĕ. Паян вăл хими промышленноçĕн лидерĕсенчен пĕри. Унăн продукцийĕ Раççейĕн мĕнпур тенĕ пек регионне, çавăн пекех 20-е яхăн ют çĕршыва ăсанать. Хальхи вăхăтра продукцие ултă цехра туса кăлараççĕ, производство калăпăшĕ пысăк. Кăçалхи икĕ уйăхра, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, тавара 65 процент ытларах туса кăларнă. Юбилей умĕн предприятин 182-мĕш цехĕн пуçлăхĕпе Валерий Николаевич ВАНЮШИНПА калаçма тÿр килчĕ.

– Валерий Николаевич, çитсе килекен завод юбилейĕ ячĕпе сире. Эсир кунта нумай çул вăй хуратăр. Завод тăван предприяти пек чĕрене кĕрсе ларчĕ пулĕ?

– Завода килнĕренпе 13-мĕш çул çитрĕ. Кунти пурнăçа, ĕç-хĕле, вырăссем калашле, «маленькая жизнь» теме пулать: килтен ĕçе, ĕçрен киле – вăхăт çавăн пекех иртет.

– Вăхăта тĕрлĕрен ирттерме пулать: савăнăçпа та, йывăрлăхпа та. ,çре эсир хăвăра еплерех туятăр?

– Пирĕн коллектив питĕ туслă. Пĕрле йĕркеллĕ, пĕр-пĕрне ăнланса, хавхалантарса вăй хуратпăр. ĕç пур чухне савăнăç, паллах, сахалрах чухне – шухăшлаттарать.

– Юлашки çулсенче сирĕн ĕçсем кал-кал пыни курăнать...

– Çапла, 2016 çултан тытăнса кашни çулах плансем пысăклансах пыраççĕ, кăтартусем аван.

– Сирĕн цех пирки сайра йышши, хăйнеевĕрлĕ технологиллĕ цех темелле. Кунта кăларакан гранулăллă гербицидсене заводăн урăх нихăш цехĕнче та кăлармаççĕ.

– Хамăр заводра кăна мар, Раççей Федерацийĕнче те гранулăллă гербицид туса кăларакансем питĕ сахал. Пĕлнĕ тăрăх, 2004 çулта, пирĕн цеха хута янă вăхăтра, Раççейре кун пек производствăсем урăх пачах пулман. Халĕ, самана улшăнса пынă май, тен, пур та. Ун чухне «Август» Фирма ку производствăна пĕрремĕш алла илчĕ.

– Кун пек производство Раççейре урăх пулманнине пĕлсе тăрса ĕçе пуçланă чух хумхантăр пулĕ?

– Заводри пĕрремĕш кунсенче хими препарачĕсен тем вăрăмĕш ячĕсене мĕнле вулаççĕ-ши тесе шутлаттăм, чĕлхе хуçăлса каяссăн туйăнатчĕ. Халĕ вара вĕсем чĕлхерен хăйсемех вĕçсе тухаççĕ тейĕн.

Ун чухне, чăнах та, çĕнĕ йышши, малтан курман оборудованипе ĕçлеме хумхануллăччĕ. Хăнăхса çитетĕн те – нимĕнле йывăрлăха та туймастăн.

– Сирĕн çак производствăна ертсе пыма химик пулмалла е оборудование тĕпчессине, пĕлессине ытларах тимлĕх уйăрмалла?

– Кунта пуренлĕ пĕлÿ кирлĕ. Чи малтанах оборудование тапратса яма пĕлмелле, ăна кал-кал ĕçлеттерме инженер та пулмалла. Препаратсене туса кăларнă чух анализсене тишкермелле: ăшăрах е сивĕрех тумалла-и, ытти енсене те шута хумалла. Кун пек чух хими технологине пĕлни кирлĕ.

– 13 çул хушшинче хăнăхса çитрĕр ĕнтĕ?

– Хăнăхнă, паллах. Малтан ытларах теорие тĕпчеттĕм, кайран ун çумне опыт хушăнса пычĕ.

– Цехри оборудовани питĕ кăткăс. Вĕсемпе ĕçлекенсен ăна пĕлмелле кăна мар, туймалла та пек туйăнать...

– Оборудованипе ĕçлекенсем пурте тенĕ пек çамрăк. Ку ăру компьютер технологийĕсенче, программисенче лайăх ăнкарать. Çавна пула çăмăлрах пире. Вĕсене ĕçĕн тĕрĕс майне пĕрре-иккĕ кăна кăтартмалла, малалла хăйсемех вĕренеççĕ. Цехри оборудованисем чăннипех те питĕ хăватлă, хăрушсăрлăха туллин тивĕçтереççĕ. Вĕсен компьютер программисене пули-пулми кĕрсе кайса улăштараймастăн, компьютера улталаймастăн.

– Пĕлнĕ тăрăх, ку компьютер программисене ют çĕршывсенче шутласа кăларнă...

– Чăнах та, цехăн çĕнĕ корпусне тунă чух эпир ыйтнипе Германи, Голланди, Бельги специалисчĕсем Интернет урлă программăсен параметрĕсене вырнаçтарса пачĕç. Программăсене вĕсем хăйсем шутласа кăларнă. Пирĕн оборудование те специалистсем Интернет урлă пăхса тăраççĕ. Программăсен ĕçне пире кирлĕ пек улшăнусем кĕртме пултараççĕ. Çĕнĕрен те çĕнĕ препаратсем тухнăран компьютер программисен параметрĕсене улăштарма тивет.

– Цехра ытларах мĕнле препаратсем туса кăларатăр? Ял ĕçченĕсем мĕн ыйтаççĕ?

– Эпир туса кăларакан пилĕк препарат тырра им-çамламаллисем, виçĕ тĕрли – куккурус валли, кăшман, çĕрулми, помидор валли те препаратсем пур.

– Хальхи вăхăтра цех пысăк хăватпа ĕçлет. ,çе миçе сменăпа йĕркеленĕ?

– Пирĕн цехăн халĕ икĕ корпус, иккĕшĕ те пĕр харăс ĕçлеççĕ. Пĕр корпусĕ виçĕ сменăпа талăкĕпе чарăнмасăр ĕçлет. Тепринче ĕç вăхăчĕ ирхи саккăртан пуçласа каçхи саккăрччен тăсăлать.

– Çĕнĕ корпус туса хута яни производство калăпăшне ÿстерчĕ-и?

– Паллах, 2016 çулхипе танлаштарсан, пĕлтĕр продукцие икĕ хут ытларах хатĕрлесе кăларнă.  

– Коллектив йышне ÿстерме тиврĕ пулĕ?

– Çук, йыш ÿсмен, çав çынсемпех тăрăшатпăр. Çĕнĕ оборудовани ытларах автоматикăллă, çын хими препарачĕсемпе сахалрах хутшăнать. Ку специалистсемшĕн те çăмăлрах, хăрушсăрлăх енчен те лайăх.

– Çакăн пек кăткăс производствăра ĕçлекенсем пултаруллах ĕнтĕ?

– Цехĕпех пултаруллă специалистсем, пурте тăрăшуллă. Чи опытлисене асăнас пулсан, Николай Андреевич Ашмарин механика палăртмалла. Çĕнĕ йышши оборудованипе ĕçлеме çăмăл мар. Малтан хăй вĕренет, кайран ыттисене ăнлантарать. Юсав енĕпе тимлекен мастер Дима Кузьмин, электрикăна, пневматикăна, автоматикăна лайăх ăнланать. 4-мĕш разрядлă аппаратчик Владимир Сергеев питĕ тимлĕ. 5-мĕш разрядлă аппаратчиксене – Сергей Тарасина, Владимир Кучерука – смена мастерĕсемпе танлаштармалла. Мастерсем те çав тери пултаруллă: Павел Агеев, Сергей Войтенко, Андрей Самуилов.

– Эсир ытти предприятисенче те тимленĕ. Заводри ĕç йĕркелĕвĕ, сирĕн шутпа, мĕн енчен уйрăлса тăрать? Предприяти ăнăçлăхĕн вăрттăнлăхĕ мĕнре?

– Ман шутпа, предприятине ăнăçлă ĕçлеттересси специалистсене кирлĕ пек тимлĕх уйăрнинчен чылай килет. Çынна хавхалантарни, шалăва вăхăтра тÿлени пĕлтерĕшлĕ. Кашниех çакна сисет. «Мана ĕç укçи лайăх тÿлерĕç, мĕншĕн ытларах тăрăшас мар-ха?» – тет. Цехра, коллективра туслă, йĕркеллĕ тимлесе пырсассăн та çын хавхаланса вăй хурать.

Плансем вăхăтра тулсан, препаратсене хатĕрлемелли компонентсем пулсан ĕç ăнăçса пырать, хастарлăх ÿсет...

Малалла калаçăва Николай Андреевич Ашмарин хутшăнчĕ. Унăн заводри ĕç стажĕ 23 çула яхăн. Вăл механикра ăста тăрăшать.

– Николай Андреевич, заводпа çыхăннă чи малтанхи асаилÿсем еплерех?

– Эпĕ кунта килнĕ чух питĕ йывăр çулсемччĕ, заводра чи çирĕпписем кăна юлнăччĕ, пурте таратчĕç. Шалу тÿлемен тесен те тĕрĕс. Укçа вырăнне термоссем, эрех, плащсем тата ытти ăпăр-тапăр паратчĕç. Çынсем ăна ытти кирлĕрех япаласемпе улăштарма тăрăшатчĕç – май килнĕ пек пурăнаттăмăрччĕ ĕнтĕ. 1995 çулта завода «Август» компани килчĕ. Малтанах пĕр цеха илчĕ, унтан ыттисене – ĕç-пуç аванрах та аванрах йĕркеленсе кайрĕ.

– «Август» компани килсен шанчăк туйăмĕ тÿрех çуралчĕ-и?

– Ырă улшăнусем тÿрех палăрма пуçларĕç, çавăнпа та ĕнентĕмĕр, паллах. Пурте «Август» Фирма шутĕнче тăракан цехсене куçасшăнччĕ. Тăнăçлăха сисме пуçларăмăр, ĕç укçи тÿлессине тÿрех йĕркелесе яма пултарчĕç. Çĕнĕ ертÿçĕсем заводра ĕçлекенсене тÿлеме укçана Мускавран дипломатпа илсе килетчĕç. Çапла та пурăннă.

– Ку цехра чылай çул вăй хуратăр-и?

– Цеха уçнăранпах. Условисем япăх пулнă-тăк, çынсем кунта тытăнса тăрас тесе çав таранах тăрăшмастчĕç ĕнтĕ. Заводра нумай çул тăрăшнă май, çакна çирĕплетсех калатăп: предприятие «Август» компани килмен пулсан, пирĕн тĕле Александр Михайлович Усков генеральнăй директор пек çын тупăнман пулсан, Вăрнар поселокĕн шăпи питех те иккĕленÿллĕччĕ, ырри пулмĕччĕ пулĕ. Аслă ăрурисем пĕр шухăшлăн А.М.Усковăн çынлăх туйăмĕсем пысăккине палăртаççĕ. Çынна ырă сунакан этем социаллă условисене лайăхлатассине, ветерансене пулăшассине укçа-тенкĕ кăна мар, чун ăшшине те хывать. Кун пек чухне ĕçлес те ĕçлес килет.

– Çакна курах ĕнтĕ коллективăн çитĕнĕвĕсем лайăх.

– Плансем пысăк, çине тăрсах ĕçлетпĕр, ÿкĕнсе ларма сăлтав та, вăхăт та çук.

– Эсир, механик пулнă май, яваплă тивĕçе пурнăçлатăр. Оборудовани чарăнса ларас пулсан, производство чакать-çке...

– Малтанхи вăхăтра, паллах, пăлхануллă шухăшсем пурччĕ: «Пултараятăп-ши?» – теттĕм. Оборудовани чăнах та питĕ кăткăс. Анчах та ертÿçĕсем çынсене вĕрентессине, вĕсен квалификацине ÿстерессине пысăк тимлĕх уйăрни пулăшса пырать. Çакна валли завод пĕр шелсĕр укçа уйăрать. Пирĕн пата тĕрлĕ специалистсем, наладчиксем килсе оборудованипе епле ĕçлемеллине ăнлантараççĕ. Тĕрлĕрен техника литературипе паллашсах тăратпăр. Эпĕ пĕлекен ытти предприятисенче пĕринче те оборудование çĕнетессине, специалистсене вĕрентессине, ĕç сыхлавне çак таранччен тимлĕх уйăрнине пĕлместĕп.

– Юбилей çывхарнă май мĕн суннă пулăттăр?

– Завода аталанса пыма сунатăп. Производство планĕсем яланах пысăк пулччăр, çынсем шалăва вăхăтра илччĕр. Вăрнар поселокĕнче пурăнакан чылай çемье заводра ĕçлесе илнипе пурăнать. Предприяти аталанса пырсан поселок та хăтлăланса пырĕ. Ăнăçу сунатăп, «Август» яланах малтисен ретĕнче пултăр!

Людмила ИВАНОВА калаçнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика