Тĕнчипех сарăлнă COVID-19 çĕнĕ коронавирус инфекцийĕн малтанхи паллисем ОРВИ чухнехи пекрех. Асăрхăр: ÿт температури ÿссен, пуç ыратсан, сывлама йывăрлансан, вăй-хал пĕтсен, вар-хырăм ĕçĕ пăсăлсан, мышцăсем ыратсан тухтăр патне васкасах каймалла.
Вăрнар район тĕп больници çивĕч лару-тăрăва тимлĕхре тытать. Хальлĕхе пирĕн тăрăхра çак амакпа чирлĕ çынсене тупса палăртман. Анчах та чикĕ леш енче пулнă икĕ ентешĕн сывлăхне район тĕп больницин тухтăрĕсем асăрхасах тăраççĕ.
ОРВИ-сенчен, грипран хÿтĕленес тесен çак сĕнÿсене пурнăçласан аван:
Кил-çурта кунне 3–4 минут хушши 3 хутчен уçăлтармалла.
Харпăр хăйĕн гигиенине пăхăнмалла: пыра чÿхемелле, сăмсана тасатмалла, алла, пите час-часах супăньпе кăпăкласа çумалла. Кашни кун вĕри шывпа душ е ванна кĕмелле. Кĕпе-йĕме ылмаштармалла. Сунасланă, ÿсĕрнĕ чух вируссем 7 метра яхăн сарăлаççĕ. Таврари япаласене (сĕтелсене, компьютер клавиатурине тата ыттине те) варалаççĕ. Астăвăр, вĕсене алăпа тытсан инфекци ертме пулать. Чирлĕ çыннăн алли кунне сăмса, куç шĕвекĕпе, сурчăкпа 300 хута яхăн вараланать.
Алла, алăк хăлăппине, ытти япаласене тытсан вируссем сывă алсем çине куçаççĕ, унтан – сăмсана, куçа, çăвара. Çавна пула эпидеми вăхăтĕнче пĕр-пĕрне ал тытма ан тăрăшăр. Уйрăмах чир вăхăтĕнче тата пациентсене пăхнă чухне час-часах алă çăвăр. Урамра тата ытти обществăлла вырăнсенче пулнă чух сăмсана тата çăвара сахалрах тытăр.
Чир паллисем пур çынсемпе ан хутшăнăр.
Эпидеми вăхăтĕнче нумай çын пухăннă вырăнсенчен пăрăнса иртĕр*
Чирлĕ çынсемпе хутшăннă чух маска тăхăнăр (ăна кашни икĕ сехетрен ылмаштарăр, инфекци «çăлкуçĕнче» пулсан – 20–30 минутран). Паллах, маска грипп вирусĕсенчен пĕтĕмпех хÿтĕлемесен те пĕрех чăрмав кÿрет.
Пирус ан туртăр. Чĕлĕм мăкăрлантарни иммунитета хавшатать.
Çителĕклĕ çывăрăр, сывă апат-çимĕç çийĕр, ÿт-пĕве пиçĕхтерĕр. Уçă сывлăшра ытларах пулăр.
Ĕçпе канăва черетлĕр.
С витаминпа пуян çимĕçсене çийĕр. Вĕсем – ыхра, импĕр, кишĕр, брокколи. Симĕс, хура чей те усăллă: температурăна йĕркелеççĕ, иммунитета çирĕплетеççĕ, тар тухассине ÿстереççĕ.
Чир-чĕр анлă сарăлнă тапхăрта сăмсана маç сĕрĕр, спрей сирпĕтĕр. Оксолин маçĕпе сăмса çулĕсене икĕ хутчен сĕрĕр – ирхине ĕçе кайиччен тата каçхине киле обществăлла транспортпа килме тухиччен.
Çирĕп иммун системи – ОРВИ-пе кĕрешмелли тĕп мел.
Вакцинопрофилактика пĕлтерĕшлĕ. Асра тытăр: вакцина вăл – хавшак е вилнĕ вирус. Организма лексе 2–4 эрнерен антителасем йĕркелет. Вакцинăра чĕрĕ вируссем çук, çавăнпа та прививка туни гриппа чирлеттермест. Енчен те инфекци ерчĕ пулсан антителасем грипăн чĕрĕ вирусĕсен çулне хуплаççĕ. Планпа килĕшÿллĕн вакцинаци сентябрь – октябрь уйăхĕсенче иртет.
Чăх çăмартин белокĕ çине аллерги пулсан, ОРВИ-пе чирлесен, шала кайнă чирсемпе аптрасан вакцина яртарма юрамасть.
Ÿт температури ÿссен ĕçе ан кайăр. Хăвăр тĕллĕн ан сипленĕр. Киле тухтăра чĕнĕр.
Шăнса пăсăлсан тата грипп чухне антибиотиксем пулăшмаççĕ. Паллах, вĕсем чир шала кайсан – бронхит, ангина, гайморит, ÿпке шыççи чухне – кирлех.
Сываличчен килтен ан тухăр. Чирлĕ çын 7 кун таран ыттисене грипп тата ОРВИ ертме пултарать.
Профилактика мероприятийĕсене тухăçлă пурнăçлани вируссемпе кĕрешме пулăшать. Тата çакна каласа хăвармалла – ырра шанакансем (оптимистсем) сахалрах чирлеççĕ. Апла-тăк, сирĕн сăн-питрен ăшă кулă ан татăлтăр. Кăмăл-туйăм яланах çĕкленÿллĕ пултăр.
Алена ВИКТОРОВА, район тĕп больницин медицина профилактикин кабинечĕн фельдшерĕ.
Ноябрь 2024 |