Поселокри пурăнмалли çуртсенчен, пред-прияти-организацисенчен тухакан таса мар шывсене пухакан коллектор 60 çула яхăн ĕçлет ĕнтĕ. Кивелнине тата хăвачĕ паянхи куна тивĕçтерменнине кура ăна çĕнетес ыйту юлашки çулсенче çивĕч тухса тăчĕ.
Вăрнар çыннисенчен те канализаци пирки ÿпкелешÿсем чылай пулчĕç. Проблемăллă ыйтăва татас тесе район ертÿлĕхĕ модернизацие ирттерме майсем шырарĕ. Çавна май регионти «Атăла сыватасси» проекта кĕме пултарни – пысăк çитĕнÿ. Ун йĕркипе 2019–2020 çулсенче республикăра ĕçе кĕртмелли 640 млн тенкĕлĕх икĕ инвестици проектĕнчен шăпах чи калăпăшли пирĕн районта пурнăçланать. Хальхи вăхăтра Вăрнар поселокĕнче йăла-хуçалăхран тата производство объекчĕсенчен юхтарса кăларакан хура шывсене пухма çĕнĕ коллектор тăваççĕ. Тасатмалли сооруженисен талăкри хăватлăхĕ те 1800 кубла метрпа танлашĕ. Сăмах май, Чăваш енри ку проект федерацин «Экологи» наци проекчĕпе тачă çыхăннă, ун тивлечĕпе укçа-тенкĕ, тĕпрен илсен, федераци бюджетĕнчен тивĕçет.
Объектра тимлекен подряд организацийĕ – «ПМК–8» общество – Çĕрпÿ районĕнчен. Коллектор строительствине вăл пĕлтĕрхи август уйăхĕнчен тытăнчĕ. Иртнĕ çул планпа килĕшÿллĕн 229 млн тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă: урамсенче канализаци пăрăхĕсене тăснă, тасатмалли сооруженисен никĕсне янă тата ытти те. Инвестицисен тепĕр пайĕпе, 177 млн тенкипе, кăçал усă курмалла. Укçа-тенке куçарассипе чăрмавсем çук: кирлĕ оборудование туяннă, ĕçшĕн вăхăтра тÿлесе пыраççĕ. Çавна май кунта хĕрÿ ĕç самантлăха та чарăнса тăмасть. Кунсерен хăватлă техника кĕрлевĕ илтĕнсе тăрать, иртен пуçласа каçченех 50 енне специалист тăрăшать.
Ытларикун объектра Чăваш ен Строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерствин пай пуçлăхĕ Александр Тихонов тĕрĕслевпе пулчĕ. Унпа пĕрле Вăрнарти коллектор строительствинчи паянхи лару-тăрупа республикăри, районти массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсем те паллашрĕç.
– Поселокăн çурçĕр пайĕнче те, кăнтăр енче те пăрăхсене хурса тухнăпа пĕрех, унта-кунта çăлсене вырнаçтарасси кăна юлнă. Хăшпĕр вырăнсенче çĕнĕ система кивви тĕлне лекнĕрен магистраль сечĕн «маршрутне» кăшт куçарма тиврĕ. Улшăнусене çирĕплетнĕ ĕнтĕ, вĕсене пурнăçласан магистральпе çыхăннă ĕçсем пĕтĕмпех вĕçленеççĕ. Кивĕ системăна аркатас темерĕмĕр. Ăна упраса хăварас тесе йышăнтăмăр: унчченхи канализаци насусĕсемпе малашне çумăр-юр шывĕсене пухма усă курма юрăхлă. Çав вăхăтрах тасатмалли сооруженисен строительствинче тĕп ĕçсем пыраççĕ. Емкостьсене вырнаçтарнă, шалти оборудовани монтажне ирттеретпĕр. Тепĕр тапхăр вăл – çĕре хупласа тикĕслесси, каярахпа унта пысăках мар павильон хăпартатпăр. Хыççăн мĕнпур оборудование ĕçе ямалли, йĕркелемелли тĕрĕслевлĕ тапхăр пуçланать,– ăнлантарчĕ «ПМК–8» общество ертÿçи Виталий Ижелеев.
Вăрнарта çĕклекен коллекторта каяш шывсене тасатмалли система унчченхисенчен, юлашки вăхăтра ытти районсенче тунă сооруженисенчен те, вуçех урăхла, çĕнĕ йышши пулассине уйрăммăн палăртрĕ вăл. Ăна хута ярсан пурăнмалли çурт-йĕртен, производство объекчĕсенчен юхса килекен хура шывсем мембранăллă тасату витĕр тухĕç. Вăл вараланчăксене шанчăклă тасатнине унпа ĕçмелли шыва сиенсĕрлетни те çирĕплетет. Вăрнарти шыв хранилищинчен килекеннине те шăпах çакнашкал мембрана системипе усă курса тасатаççĕ.
– Мĕнпур оборудовани чикĕ леш енчен кÿрсе килни, технологийĕ, хăватлăхĕ çÿллĕ шайра, автоматика майĕпе тимлет. Тасатмалли сооруженисем чăрмавсăр-кăлтăксăр ĕçлеме кирлĕ. Анчах объекта пăхса тăракан, йÿнĕ мар оборудование пĕр тикĕс ĕçлеттерекен ăста специалистсене тупасси шухăшлаттарать. Вĕсене кунта, вырăнта маларах вĕрентсе хатĕрлесен тĕрĕсрех пулĕ, – хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ Виталий Ижелеев.
Тĕлпулăва хутшăннă район администрацийĕн строительство пайĕн пуçлăхĕн заместительне Владимир Леонтьева вăл çакна тимлĕхрех тытма сĕнчĕ. Объекта хута ярсан пăхса тăракан организацие суйласси пирки те хĕрÿ калаçу пычĕ. Муниципаллă предприяти пулĕ-и вăл е ют организаци – ку ыйтăвăн хуравĕ татăклă мар-ха. Кайран кăткăслăхсем (çавăн пекех тарифсен виçи пирки те) сиксе ан тухчăр тесен, шута илмелли чылай.
Журналистсене пулас тарифсен ыйтăвĕ те питех кăсăклантарчĕ. Чăваш ен Строительство министерствин пай пуçлăхĕ Александр Тихонов тÿлевсен виçи чăнах та хăпарма пултарнине каларĕ. Çакă проектăн хакĕпе, ăна малашне тытса тăмалли тăкаксемпе, специалистсен ĕç тÿлевĕпе çыхăннă. Çапах та министерство район администрацийĕпе пĕрле ку ыйтăва асăрхавран кăлармасть, тарифсене палăртакан тăкаксене чакарма майсем шырать, терĕ, çав шутра – хушма потребительсене явăçтарса та.
Александр Тихонов çĕнĕ канализаци коллекторне проект условийĕсемпе кăçалхи ноябрьте хута ямаллине каларĕ. Подрядчик графикран юлмассине шантарать.
– Кăçал усă курмалли 177 млн тенкĕрен январь–март уйăхĕсенче 43 млн тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă. Хуçалăхпа йăла канализацийĕн коллекторĕ Вăрнарта пурăнакансене кÿрекен коммуналлă тивĕçтерÿсен пахалăхне, çынсен хăтлăх шайне ÿстерес тĕллевпе çĕкленет. Ку проект республикăшăн та пĕлтерĕшлĕ – вăл Атăла кĕрекен тасатмалли хура шывсен калăпăшне сахаллатассишĕн ирттерекен мероприятисен шутĕнче. Çавăнпа та ăна вăхăтра ĕçе кĕртессе шанатпăр, – терĕ Александр Тихонов.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |