Вăрнар район прокуратури хаклă металлсенчен ăсталанă ювелир таварĕсене ваккăн сутакан уйрăм предпринимателĕн ĕç-хĕлне тĕрĕсленĕ.
Вăл преступленилле мелпе илнĕ тупăшсене легализацилессине тата терроризма укçа-тенкĕпе пулăшассине хирĕç тăрас саккунсене пăхăнманнине палăртнă.
Çак саккунпа килĕшÿллĕн, ку ĕç-хĕлпе тимлекен предпринимателĕн ку енĕпе шалти тĕрĕслев правилисене хатĕрлемелле, вĕсене пурнăçлассишĕн яваплă должноçри çынсене çирĕплетмелле пулнă. Анчах предприниматель ку тивĕçсене пурнăçламан.
Тĕрĕслев кăтартăвĕсем тăрăх уйрăм предприниматель тĕлĕшпе район прокуратури административлă ĕç пуçарнă. Ăна пăхса тухнă хыççăн Вăрнар районĕн 2-мĕш суд участокĕн миравай судйи асăрхаттарса явап тыттарнă.
Йышăну саккунлă вăя кĕмен.
Вăрнар район прокуратури.
Ноябрь 2024 |