Май уйăхĕн 9-мĕшĕнче Совет çĕршывĕпе халăхĕн чи палăрăмлă чаплă уявне – Çĕнтерÿ кунне паллă тăватпăр.
Фашизм капашсăр хăрушă вăрçăпа çут тĕнчене тĕп тăвассинчен хăтарнă паттăрсене чысласа, халалласа, республикăра пĕрре Аслă Çĕнтерĕвĕн 50 çулхи, тепре 60 çулхи юбилейĕсен ячĕпе Асăну-Астăвăм кĕнекисем пичетленсе тухрĕç. Вăрнарсен 1997 çулхи çак Палăкĕшĕн Воля Афанасьевич Иванов таврапĕлÿçĕ çав тери пысăк тимлĕхпе тĕплĕ ĕçленине палăртас пулать. Ку кăларăмра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен чĕррĕн тухайманнисене ялăн-ялăн илсе кăтартнă. Пархатарлă чăрмавĕпе ентешĕмĕр пайтах канăçсăрланнă-мĕн% «Асăну кĕнекине» кĕреймесĕр тăрса юлнисен хушма списокне вунă çул иртнĕ хыççăн «Çĕнтерÿ çулĕнче» пичетлеме тытăнчĕ (августăн 29-мĕшĕнчи 69-мĕш номертен пăхма пултаратăр), çак хушăм-кĕнекене хамăрăн типографире хăй шучĕпе манерлесе çаптарчĕ. Воля каланăччĕ% хушма кăларăма ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем патне пур çĕре те çитернĕ (списоксем тусан айĕнче выртнине эп хам та пĕрре мар асăрханă).
2007 çулхи пĕр кĕрхи кун мана Мăн Явăша Николай Федорович Федоров (ялта ăна Ятсăр тесе хисеплеççĕ) йыхравларĕ. Вăл 1997 çулхи «Асăну кĕнекине» те, ун çумне В.А.Иванов сĕннĕ хушма кăларăма та, Аслă Çĕнтерĕвĕн 60 çулĕ тĕлне Президент халалĕпе 2003 çулта янтăланă «Астăвăм» кĕнекене те тĕплĕ тишкернĕ (2-мĕш сборнике вăрçăран таврăнма шăпа пÿрнисене кĕртнĕ). «Манăçа хăварнисем нумай-çке», – тенĕччĕ мана ветеран-таврапĕлÿçĕ, кулянса та чунтанах хурланса.
Николай Федорович, икĕ-виçĕ çул тăрмашкаласа, 1997 çулхи кĕнеке валли 24 фронтовик, 2003 çулхи кĕнекене кĕртме тепĕр 16 çĕнтерÿçĕ шыраса тупнăччĕ. Эпир ку списоксене, çынсен ятне-шывне тата мĕнле çулсенче пурăннине кăтартса, хаçатра пичетленĕ («Ç.ç», 2007, сентябрĕн 12-мĕшĕ, 73 №).
Асăну-Астăвăм кĕнекисене тĕплĕн йĕркелесе вĕçне-хĕрне çитертĕмĕр-ши; Пĕр Мăн Явăшрах ял-йыш асĕнче шута кĕреймесĕр хĕрĕх фронтовик «хыпарсăр çухалчĕ» пулсан, ытти çĕрте епле-ши;
Хаçат çырнине (сĕннине, асăрхаттарнине) астуса çав çул та, кайран та вырăнти влаçран хыпар-хурав пулмарĕ.
М.ВАСИЛЬЕВ.
Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.
Ноябрь 2024 |