Ваттисем çапла каланă: «Виççĕри ывăл ача ашшĕне, виççĕри хĕр-ача амăшне пулăштăр». Аслă ăру этем тени ĕçпе паха пулнине витĕр курнă.
Ачасем пĕчĕк чухнех ĕç патне пыраççĕ. Хăшпĕр ашшĕсемпе амăшĕсем кансĕрлесе ан çÿреччĕр тесе хăйсен тĕпренчĕкĕсене хăваласа яраççĕ. Теприсем, çивĕч ăслисем, шăпăрлансене пĕрле ĕçлеттереççĕ, вĕсене кил-тĕрĕшре тăрăшма чармаççĕ. Ара, ал-ура пур çинче ахаль ларни килĕшет-им;
– Ачасен ĕçлемесĕр хырăм тăранманнине, çăкăр çиме пĕлсессĕн хăйсен те пилĕк авмаллине пĕчĕкренех ăнланса ÿсмелле, – терĕ Вăрманкас ял тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ, хальхи вăхăтра Мускав облаçĕнче пурăнакан виçĕ ача амăшĕ Ильзита Игорева. – Пĕррехинче улттăри хĕрĕм Варя тата тăваттăри ывăлăм Егор икерчĕ пĕçерме хăйсемех чуста çăрчĕç. Паллах, пĕрремĕш пĕлĕмĕ хулăмрах, тутăсăртарах пулчĕ пулин те мăшăрпа иксĕмĕр вĕсене ырларăмăр. Варьăпа Егор аппăшне Эвелинăна тата пире, ашшĕпе амăшне, савăнсах хăналарĕç. Хăйсене ырланине кура тепĕр кунне каллех чуста çăрма пикенчĕç. Хальхинче вара икерчĕ техĕмлĕрехчĕ. /ркенмен ăста пулнă тесе ахальтен каламан.
Игоревсем хваттерте йĕрке тума ÿркенмеççĕ. Ачасем çуллахи вăхăтра утă типĕтме, йăрансене çумлама питĕ юратаççĕ. Мăньял Хапăсри кукашшĕпе тата кукамăшĕпе пĕрле пахча-анкартире савăнсах ĕçлеççĕ.
Пĕртăвансем пушă вăхăтра кĕнеке вулама, ÿкерчĕксем ÿкерме тата футболла выляма кăмăллаççĕ. Ташă картине тăма та хапăл тăваççĕ.
Елена ПОРФИРЬЕВА.
Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.
Ноябрь 2024 |