Республика Правительствинче нумаях пулмасть Чăваш енĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн программине тишкерчĕç. Ăна Пĕтĕм тĕнчери регионсен аталанăвĕн центрĕн пуçлăхĕ Игорь Меламед ертсе пынипе вырăнти специалистсемпе Мускав специалисчĕсен команди хатĕрленĕ.
Чăваш ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Раççей Патшалăх Думин депутачĕ пулнă чухнех пĕрре кăна мар палăртнă% «Малалла каяс тесен хамăрăн мĕн пуррине, пирĕн старт условийĕсем мĕнлереххине, пĕлмелле». Республикăра пурăнакансем те тĕлĕнеççĕ% «Юлашки вунă çулта мĕнпур трибуна çинчен, телеэкрансенчен пирĕн пĕтĕмпех лайăх тесе ăнлантаратчĕç, мĕнле майпа Чăваш ен чи чухăн регионсен шутне лекме пултарчĕ-ха;» Ыттисемпе пĕрлех шăпах çак ыйтусене хуравлать те Меламед командин программа шайĕнчи ĕçĕ.
Хресчен сĕт сутрĕ…
Регионăн шалти продукчĕ (ВРП) экономика аталанăвĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ индикаторĕ пулни паллă. Чăваш енре вăл 2018 çулта 300 миллиона яхăн тенкĕпе танлашнă. Кашни çын пуçне 243 пин тенкĕрен кăшт пĕчĕкрех, ку çĕршыври вăтам кăтартуран 2,4 хут сахалрах. Çак кăтартупа Чăваш ен Раççейĕн 85 регионĕ хушшинче 71-мĕш вырăн йышăннă. Урăхла каласан, Чăваш енре пурăнакан, статистика вăтам тесе палăртакан пĕр çын пуçне туса кăларакан продукципе хушма хак Раççейри вăтам шайран 2,5 хута яхăн сахалрах.
Çакна уçăмлатма хăтланса пăхар. Калăпăр, Етĕрне районĕн çынни кашни ир сĕт пухакана литршăн 15 тенкĕпе 17 литр сĕт парса ярать. Ку çу шайĕ 82% танлашакан 1 кг услам çу уçлама çитет. Хресчен, тĕпрен илсен, чĕртавар валли тăкакланмасть, çавна май унăн хушма хакĕ 225 тенкĕпе танлашать. Сĕт пухакан ăна çывăхри ялти йышăну пунктне леçет. Условнăй пĕр килограмм çу тумалли чĕртаварăн пĕр литрĕн хакĕ кунта 20 тенкĕ. Предпринимателĕн 17 литр сĕтпе çыхăннă хушма хакĕ 51 тенкĕ пулать. Йышăну пункчĕ сĕте тирпейлемелли пуçламăш ĕçсене пурнăçланă хыççăн Етĕрнери сĕт заводне ăсатать. Пĕр килограмм çу тумалли сĕтĕн çÿлерех палăртнă калăпăшĕн хакĕ – 23 тенкĕ, çапла вара хушма хак кунта та 51 тенкĕпех танлашать. Сĕт завочĕ 17 литр сĕтрен килограмм çу тăвать, ăна суту-илÿ сетьне 391 тенкĕпе ăсатать, çапла вара хăйĕн хушма хакне 109 тенке çитерет. Лавккасем çăвăн условнăй пĕр килограмне пире 600 тенкĕпе сутаççĕ, вĕсен хушма хакĕ 209 тенкĕ пулать.
Чăваш Республикинче ĕçлекен хуçалăх субъекчĕсем пурте пĕрле тăвакан хушма хак регионăн пĕрлехи хушма хакне йĕркелет. Шăпах çак кăтарту регион экономикин тухăçлăхне хакламалли тĕп индикатор пулса тăрать. «Эпир мĕнлерех старт условийĕсенче;» ыйтăва шăпах вăл хуравлать.
Нефть, газ çук. Мĕнле пурăнмалла;
Старт условийĕсем нумай фактортан килеççĕ. Объективлисем те, субъективлисем те пур. Çапларах пулса тухнă, Чăваш ене кÿрентернĕ теме те пулать – унăн паянхи чиккисенче чĕртавар ресурсĕсем çук. Çĕр айĕнче гипс, трепел, торф, тăм кăна – вĕсем пирки питĕ пысăк пуянлăх тееймĕн. Чăваш енĕн пĕтĕмĕшле продуктĕнче çĕр айĕнчи пуянлăха кăларакан промышленноç тÿпи 0,1% кăна танлашать. Раççей Федерацийĕнче çак кăтарту – 14,8% ытла. Пирĕн мĕн тумалла; Нăйкăшса-ыйткаласа çÿремелле-и;
Тĕлĕнмелле пуль те, анчах шăпах чĕртавар çăлкуçĕсем çукки экономика аталанăвне вăй пама пултарать. Пысăк пĕлтерĕшлĕ условие кăна пурнăçламалла, пысăк хушма хаклă пысăк технологиллĕ продукци туса кăлармалла. Чăваш енĕн çакăн валли аван майсем пур. Калăпăр, тирпейлекен промышленноçăн ВРПри тÿпи Раççейри вăтам шайран 1,5 хут пысăкрах. Тирпейлекен промышленноç тытăмĕнче апат-çимĕç, хими хутăшĕсен, резина тата пластмасса изделисен, электричество оборудованийĕн, автотранспорт хатĕрĕсен, прицепсемпе çурма прицепсен производствисем пысăк вырăн йышăнаççĕ.
Чăн та, çакнашкал ансăр специализаци теветкеллĕхпе те çыхăннă, мĕншĕн тесен кризис килсе çапас пулсан çухатусенчен хÿтĕленме йывăр. Çакă 2008–2009 çулсенчи экономика йывăрлăхĕн тапхăрĕнче те çирĕпленчĕ. Умĕнхи çултипе танлаштарсан ун чухне çăмăл промышленноçри производство индексĕ 73,2% пулнă, электротехникăра – 77,2, хими производствинче – 77,4, машинăсемпе оборудовани производствинче – 32,6%. Урăхла каласан, Чăваш ен экономикишĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ отрасльсем самай анса ларнă. Пĕтĕмлетÿ çапларах% малашне кунашкал çухатусенчен сыхланас тесен экономикăна диверсификацилемелле, ытти отрасле аталантармалла, уйрăмах – пысăк технологиллисене. Çак плансене пурнăçлама инвестицисем кирлĕ. Ку енĕпе Чăваш енре ĕç-пуç питех те япăх.
Рейтингпа кăна тутă пулаймăн
Çак çивĕчлĕхе чи малтанхисен шутĕнче асăрхаса чан çапма пуçлаканĕ шăпах Олег Николаев пулнă. Пĕлтĕрхи чÿк уйăхĕнче панă интервьюра вăл çапла каланăччĕ% «Чи кирли – экономикăна шалти тата тулашри рыноксенчи конъюнктура вылявĕпе çыхăннă çухатусенчен хÿтĕлесси, çав çухатусене май пур таран пĕчĕкрех тăвасси. Çак тĕллеве промышленноçа, ял хуçалăхне, строительствăна, транспорта, çыхăнăва, ытти отрасле çирĕп аталану шайне çĕклесе кăна тÿрре кăларма пулать. Çавна май Чăваш енре тĕп капитала хывакан инвестицисен калăпăшне пĕр тăхтамасăр пысăклатмалла… Çак шутра – çĕнĕ объектсен строительстви, киввисене реконструкцилесе çĕнетесси. Çак тăкаксем объектсен пуçламăш хакне ÿстерме май параççĕ, организацин хушма капиталне пысăклатаççĕ. Машинăсем, оборудовани, транспорт хатĕрĕсем туянни, выльăх кĕтĕвне йĕркелени, нумай çул ÿсекен культурăсем çитĕнтерни тата ытти те. Урăхла каласан, тĕп капитала хывакан инвестицисем экономикăн çирĕп аталанăвĕн никĕсĕ пулса тăраççĕ». Шел те, Чăваш енĕн унчченхи ертÿлĕхĕ Олег Николаев сĕнĕвĕсем çине ал сулнă.
Олег Николаев инвестици илĕртÿлĕхĕн рейтингĕ хыççăн каçса кайса хăвалани вырăнсăрри пирки те каланăччĕ. Чăваш енĕн унчченхи ертÿлĕхĕ çакăнпа çÿллĕ трибунăсем çинчен вĕçĕмсĕр мухтанатчĕ. Чăваш ен 2018 çул кăтартăвĕсемпе Раççейре иккĕмĕш вырăн йышăнни чăх кулли пулчĕ вĕт. Çак «çитĕнĕве» унчченхи ертÿçĕсем республикăн капашсăр пысăк ăнăçăвĕ вырăнне хуратчĕç. Анчах регионăн инвестици илĕртÿлĕхне йĕркелекен тĕп никĕс вырăнĕнче республикăра ĕçлекен компанисен представителĕсен, предпринимательсен хушшинче йĕркелекен ыйтăм кăтартăвĕсем пулнине пурте пĕлмеççĕ. Чăваш енре вĕсем мĕнешкел «администраци пресĕ» айĕнче пулнине тепĕр хут аса илтерме кирлĕ мар пуль.
Малалли ĕç-пуç кăтартнă тăрăх, инвестици илĕртÿлĕхĕн тыткăнне лекни Чăваш ене ырă тумарĕ. Çакăнтан сыхланма пулатчĕ. Сăмахран, Олег Николаев пĕрре кăна мар асăрхаттарнă% компетентлăх çитменнине, республикăна чăн инвестицисем илсе килме пултарайманнине вĕрсе хăпартнă кăтартусен хыçне пытарни вырăнти экономикăшăн хакла ларĕ. Шел, çапла пулса тухрĕ те. Кун пирки тепĕр статьяра каласа парăп.
Алексей КРЯЖИНОВ.
Ноябрь 2024 |