Сыхă пулни хăтарать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.05.2020, 14:34 Просмотров: 600

Çуртсенче тата хваттерсенче газ оборудованийĕпе хăрушсăр усă курас ыйту яланах çивĕч.

Ăна тимлĕхрен кăларни çуртсенче, çав шутра нумай хваттерлисенче те, çутçанталăк газĕ сирпĕнесси, çынсем наркăмăшланасси, пысăк инкек тухасси патне çитерме пултарать. Нихăçан та манмалла мар: газ вăл – пурнăçа çăмăллатакан, пысăк усă паракан кăна мар, çав вăхăтрах хăрушă та топливо. Мĕн асра тытмалла тата пăхăнмалла-ха кил-хуçалăхра япăххи ан тухтăр тесен;

Чи малтанах çурт е хваттер харпăрлăхçин газ приборĕсемпе йăлара усă курмалли правилăсене пĕлмелле тата çирĕп уямалла. Оборудование техника тĕлĕшĕнчен пăхса тăма ятарлă организаципе килĕшÿ çырмалла. Ун специалисчĕсене куллен тĕрĕслев ирттерме чăрмав тумалла мар. Приборсен ĕçĕнче тĕрлĕрен кăлтăксем пулсан вĕсене çийĕнчех юсаттармалла. Çакна тума май çук-тăк е эксплуатаци вăхăчĕ вĕçленнĕ-тĕк, оборудование çĕннипе улăштарма тивĕçлĕ. Тĕтĕм çулĕсемпе вентиляци каналĕсене те юсавлă тытмалла. Хăрушсăрлăх правилисем ыйтнă тăрăх, газ оборудованийĕ ĕçлекен пÿлĕме уçă сывлăш кĕрсе тăни (форточка уçăлни, чÿрече çинче ятарлă клапансем пулни) кирлĕ.

Инкексен сăлтавĕсене сирес тĕллевпе кил хуçисен çутçанталăк газĕпе питĕ асăрхануллă пулмалла:

– унпа усă курнă хыççăн приборсен тата вĕсен умĕнчи крансене хупмалла, баллонсенне вара – вентильне те;

– тĕтĕм çулĕсем тата вентиляци каналĕсем мĕнле туртнине тĕрĕслесе тăмалла, решеткине обойпа çыпăçтарса хупламалла мар;

– пÿлĕмре форточка уçă тăмалла;

– ваннăйĕнче газ колонки ĕçлет-тĕк, алăк айĕнчи хушăка хуплама юрамасть – газа пĕтĕмпех çунса пĕтме сывлăш кĕни кирлĕ;

– хĕллехи вăхăтра тăрпасене шăнса пăрланасран, хупланасран сăнамалла;

– хăрушсăрлăх автоматикине сÿнтерме, юсавсăр оборудованипе усă курма, ĕçлекен газ приборĕсене асăрхавсăр хăварма, вĕсен çывăхне ачасене яма юрамасть;

– çурт-хваттере, дачăна хăвăр тĕллĕн газпа çыхăнтарни е газ приборĕсене ятарлă специалистсене чĕнмесĕрех улăштарни, урăх вырăна куçарни, юсани те çав тери хăрушă;

– асра тытăр: тăрпасем çине çип карма, газ плити çийĕн япала типĕтме юрамасть;

– хваттерте газ баллонĕсем вуçех упранмалла мар;

– газ оборудованийĕ вырнаçнă пÿлĕме канма е çывăрма усă ан курăр.

Хваттерте, подъездра, путвалта е ытти çĕрте газ шăршине туйрăр-тăк, çийĕнчех газ приборĕсене сÿнтерĕр, крансене хупăр, чÿречене е форточкăна уçăр та ку пÿлĕмрен тухăр. Çынсене хăрушлăх çинчен пĕлтермелле. Ан манăр: шăрпăк е сигарет чĕртме, çутă çутма е электроприборсене ĕçлеттерме, телефонпа калаçма вуçех юрамасть.

Юсавсăрлăхсене пĕтерме тÿрех вырăнти авари службине чĕнмелле. Анчах газ тулнă пÿлĕмрен мар, сăмахран, кÿршĕсенчен. Аварисене сирессине, потребителе газ парас ĕçсене ятарлă организаци кăна пурнăçлама пултарать.

Ирина ЯКОВЛЕВА хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика