Ачасен сывлăхĕшĕн тата пурнăçĕшĕн чи малтанах эпир, аслисем, яваплă. Вĕсене сиенлĕ пулăмсенчен, усал шухăшлă çынсен витĕмĕнчен пĕрмаях хÿтĕлеме тивĕçлĕ.
Ку тĕлĕшпе патшалăх енчен палăртнă право никĕсĕ те уçăмлă. Çула çитменнисен прависемпе интересĕсене пăснăшăн, вĕсене хирĕçле киревсĕр ĕçсем тунăшăн, ачасемпе çамрăксене сиенлĕ йăласене явăçтарнăшăн саккунпа пăхнă яваплăх çирĕп. Ку саккунсене хамăр тăрăхра пурнăçланине Вăрнар район прокуратури кулленхи тĕрĕслеве илнĕ. Çав шутра – ачасемпе çамрăксене эрех-сăрана иленме «пулăшакан» сăлтавсене сирессипе те.
Сăмахран, «Этил спиртне, алкогольлĕ тата спиртлă продукцие туса кăларассине, вĕсен çаврăнăшне патшалăх енчен йĕркелесси, алкогольлĕ продукцие ĕçессине чакарасси çинчен» федераллă саккунăн 2-мĕш пайĕн 11-мĕш пункчĕпе килĕшÿллĕн, алкоголь пур продукцие çула çитменнисене сутма юрамасть. Енчен те хаяр шĕвексене туянакан миçе çулти пирки икккĕленÿ çуралнă-тăк, сутуçăн унран документ ыйтма право пур.
Çула çитменнисене алкогольлĕ тата спиртлă продукцие е тăнран яракан çĕнĕ веществосене ĕçме явăçтарнăшăн РФ КоАП-ĕн 6.10-мĕш статйипе яваплăх палăртнă. Ун 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн çакăншăн (кодексăн 6.18-мĕш статйин 2-мĕш пайĕнче кăтартнă тĕслĕхсем-сĕр пуçне) 1500 тенкĕрен 3000 тенкĕ таран штраф хураççĕ. Ачасен сывлăхĕпе пурнăçĕшĕн хăрушă ку киревсĕр ĕçе вĕсен ашшĕ-амăшĕ е саккунлă представителĕсем, е çула çитменнисене вĕрентес тата воспитани парас тивĕçе хăйсем çине илнĕ ытти çынсем тунă пулсан, вĕсене 4–5 пин тенкĕ административлă штраф тÿлеттерме пăхнă.
А. СОРОКИН,
Вăрнар район прокурорĕн помощникĕ.
Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.
Ноябрь 2024 |