Ывăлсем çуралсассăн

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.05.2020, 13:45 Просмотров: 259

«Ылтăн» е «кĕмĕл» тупрăр? – тесе ыйтаççĕ пепкене çут тĕнче парнеленĕ ашшĕ-амăшĕнчен. Хаклă вулаканăм ăнкарать ĕнтĕ, ылтăнĕ – ывăл, кĕмĕлĕ – хĕр.

Ĕлĕкрех, арçын ача çуралсан çĕр пайĕ панă та ывăл çут тĕнчене килессе ашшĕ-амăшĕ пĕтĕм чунтан кĕтнĕ. Халĕ вара самани урăхла. Ывăлĕшĕн те, хĕрĕшĕн те хĕпĕртеççĕ. Чи кирли – сывлăхĕ пултăрччĕ, теççĕ.

Ман мăшăрăн тус-тантăшĕн, Калининăри Эдуард Позиновăн, тăватă ывăл çитĕнет. Пĕри тепринчен маттур, кил хуçалăхĕнче ĕçлеме хастар.

Пĕр-икĕ уйăх каялла Вăрнарти супермаркета çие пур хĕрарăм виçĕ ачипе кĕнĕччĕ. Пурте ывăлсем. Пĕр ватă çын, сăнама юратаканскер, сăмах хушмасăр чăтаймарĕ курăнать.

– Ку чухнехи вăхăтра УЗИ тĕпчевĕсĕр май çук та, кам çураласса кĕтетĕр? – ыйтрĕ вăл. Хĕрарăм хаш! сывларĕ, сăмах чĕнмерĕ. Ватă çын ăна йăпатса: «Эсĕ, хĕрĕм, ывăлсемшĕн ан кулян, Турă ирĕкĕ çапла-тăр. Ачусене юратса çитĕнтер. Вĕсем кайран саншăн çирĕп тĕрев пулĕç»,– терĕ.

Унăн ăшă сăмахĕсем çамрăк хĕрарăмăн чунне витерчĕç пулас. Вăл тинех йăл кулса ячĕ.

– Тĕрĕссипе, манăн ывăлсем питĕ ĕçчен, ĕне те сăваççĕ. Кăмăлĕ те вĕсен çав тери ырă. Шăллĕ çураласса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Ятне те тупса хунă, – терĕ вăл сăпайлăн.

Малалла манăн Мария Федоровнăпа (хăйне çапла чĕнеççĕ тесе çирĕплетрĕ) çул пĕр еннелле выртрĕ. Унăн ывăлĕ – нумай ачаллă ашшĕ иккен. Чăн та, этемлĕхĕн вăйлă çурри çут тĕнчене пĕрин хыççăн тепри килсен мăшăрĕпе иккĕшĕ куляннă. Халĕ вĕсене пилĕк ывăлĕ савăнтарать кăна. Пурте ура çинче çирĕп тăраççĕ. Строительствăра тăрăшаканскерсем кашниех хваттер туянма пултарнă. Ашшĕ-амăшне, аслашшĕ-асламăшне, кукашшĕ-кукамăшне, тăванĕсене хисеплеççĕ, çуралнă тăрăха манмаççĕ.

– Çамрăк пулнă пулсан-и тата пилĕк ывăл çуратма хатĕрччĕ, теççĕ ывăлпа кин, – ăш кăмăллăн палăртрĕ Мария Федоровна.

Ырă тĕслĕх кăтартакансем пурри савăнтарать, паллах. Арçын ачасене çитĕнтерме çăмăлах мар та, анчах тăрăшнин çимĕçĕ çук мар. Мария Федоровна мăнукĕсен ачалăхне аса илнĕ май хăшпĕр «вăрттăнлăхсемпе» паллаштарчĕ. Аташсан пĕртăвансене нихăçан та саламат лектермен, вĕсем мĕншĕн йăнăш тунине витĕмлĕ сăмахпа çирĕппĕн ăнлантарнă. Хытах чарусăрлансан чашăк-тирĕк, кĕпе-йĕм çутарнă, урай сĕртернĕ. Çăкăр пĕçерттерни те пулнă. Ку хĕрача ĕçĕ тесессĕн ашшĕпе амăшĕ тата мĕн те пулин тума хушнă иккен. Пĕртăвансене пĕчĕкренех арçын профессийĕсемпе те паллаштарнă. Вĕсем вите-хуралтă çĕкленĕ, пÿрт-çурт ăшчиккине çĕнетнĕ чухне ашшĕне, аслашшĕне, кукашшĕне яланах пулăшнă. 5–6 çулта чухнех пăта çапнă. Сенкер экран, компьютер умĕнче иртен пуçласа каçчен ал усса ларман. Ашшĕпе амăшĕ ывăлĕсене ырă ĕç тунăшăн, пуçарулăх кăтартнăшăн хавхалантарма манман. Ялта ĕç нумай пулсан та ачисемпе чун уçса калаçма вăхăт тупнă.

– Мăнукăмсене тата пĕчĕкренех йăх-несĕллĕхпе мăнаçланма вĕрентнĕ. Вĕсем фронтра пулнă, тылра ырми-канми вăй хунă тăванĕсен пурнăçне тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлеççĕ. Кашнин хваттерĕнчех паттăрсен сăнÿкерчĕкĕсем упранаççĕ. Вăхăт çуккипе-пуррине пăхмасăрах Çимĕк уявĕнче ывăлăн ачисем хăйсен çемйисемпе çулсерен тĕп килĕнче пуçтарăнаççĕ, – мăнаçланчĕ асламăшĕ.

Йывăç тымарĕпе çирĕп, этем – çемьепе. Çак ваттисен сăмахне ăша хывса ÿснĕ ача-пăча çитĕнсессĕн те тÿрĕ çултан пăрăнмĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика