Ача-пăчана тĕрĕс воспитани парасси нихăçан та çăмăл пулман. Халĕ пурнăç вĕресе кăна тăрать те, ку ĕç тата кăткăсрах. Паянхи çамрăк ăру вĕçĕмех пурнăçăн шелсĕр кĕрешĕвĕнче, çавăнпах кунсеренех пысăк стресс витĕмĕнче. Ăна çĕнтерейменнисем, паянхи чăнлăхра хăйсене тупайманнисем саккунсăр мелсемпе е хатĕрсемпе те çиеле тухма тăрăшаççĕ. Çакă вара ачасене аслисен юратăвĕ нихçанхинчен ытларах кирлине çирĕплетет.
Воспитани ĕçĕнче çемьене никам та ылмаштараймасть. Ачасене пур енчен те аталанма ашшĕ-амăшĕпе тачă хутшăнни кирлĕ. Çамрăксем хушшинчи тискерлĕх тата преступноç таçти аякри пулăмсем мар. Пирĕн таврарах чылай кунашкал тĕслĕхсем. Вĕсем – пирĕн çумрах пурăнакан арçын ачасемпе хĕрачасен чăн-чăн шăписем. Ытларахăшĕ пĕчĕк чухне ырăскерсем, уçă чĕреллĕскерсем ÿснĕçемĕн тахăш вăхăтра чурăсланса каяççĕ? Мĕнле майпа тата хăçан çухатаççĕ вĕсем чăн хаклăхсемпе тĕрĕс çул-йĕре? Мĕн хистет саккуна пăсма?
Пĕтĕмпех пĕчĕккинчен пуçланать – сăмахран, вĕренÿрен тарса çÿренинчен. Ĕç çукран ача хăйне валли вăхăта ирттермелли шырать. Илĕртекенни, тутанса пăхас килни вара тавралла нумай. Çапла пуçланаççĕ те хулиганла ĕçсем, ют пурлăха вăрлани...
Тантăшĕсемпе пĕр чĕлхе тупайманни тата çемьери конфликтсем те ачана япăх витĕм кÿреççĕ. Унăн юриех хирĕçле тăвас килет. Килте ăнланулăх тупайман çамрăк ăна тулашра шырать, ют çынсен витĕмне кĕрсе ÿкме пултарать.
Çамрăк тĕнчене мĕнле курни, ăна мĕн канăçсăрлантарни, тĕлĕнтерни, чĕрине хускатни, юратни тата курайманни – пĕтĕмпех ашшĕ-амăшĕнчен килет. Ачасемпе пĕрмаях калаçмалла, ăс-хакăл ыйтăвĕсемпе çыхăннă кĕнекесемпе статьясене, телепередачăсене сÿтсе явмалла. Çак вăхăтра вĕсенче тивĕç тата яваплăх туйăмĕсене хывмалла, саккунпа вылянин хăрушлăхне çирĕп ăнлантармалла.
Аслăрах ÿсĕмри ачасемшĕн чыслăх, тивĕç, туслăх ăнлавсем – «чирлĕ» ыйтусем. Пĕр-пĕринпе те вĕсем урăхларах хутшăнма тытăнаççĕ. Юлташа хăюлăхшăн, хастарлăхшăн, йывăр самантра пулăшма хатĕрришĕн хисеплеççĕ. Вĕсемшĕн туслăх çав тери хаклă, çавăн пиркиех хирĕçÿсене чĕре патне çывăх илеççĕ. Çак ÿсĕмре ачасен тавракурăмĕ, ăс-тăнĕ йĕркеленсе çитеймен-ха. Обществăри хăйсен вырăнне те чухлаймаççĕ. Ашшĕ-амăшĕн авторитечĕ ку тапхăрта чакма пултарать. Çав вăхăтрах юлташĕсен-пĕлĕшĕсен витĕмĕ ÿсет. Ача час-часах вĕсен тыткаларăшне, сиенлĕ йăлиасене, обществăна хирĕç каяс туртăма тĕслĕхе илет. Çавăнпа çамрăксене çемье енчен те, общественноç енчен те социаллă тĕрĕслев кирлĕ.
Çамрăксене право йĕркине пăсас çул çине тăратакан сăлтавсем çаксем%
– вĕсем саккуна çителĕклĕ хисеплемеççĕ;
– ашшĕ-амăшĕ енчен тĕрĕслев çукран ача япăх ĕçсем тăвать – алкогольпе иртĕхет, хирĕçÿ-çапăçусене хутшăнать, çынсене киревсĕр сăмахсемпе хăртать тата ытти те;
– тунсăхпа тата ĕç çуккипе аптранăран та обществăна хирĕçле киревсĕрлĕхсемпе çыхланаççĕ.
Ачасем хăйсем вара йĕркелĕхе тата саккуна пăснине юриех аслисене хирĕç кайнипе, ыттисенчен уйрăлса тăнине кăтартас, пĕлменнине тутанса пăхас килнипе, компанирен юлас теменнипе ăнлантараççĕ.
Иккĕленместпĕр, кашни ашшĕ-амăшĕ ывăлĕ-хĕрне çĕршыва юрăхлă ÿстересшĕн. Апла-тăк, çак сĕнÿсем усăллă пулĕç:
- ачапа калаçăр: енчен те хутшăну çук-тăк, эсир пĕр-пĕринчен сивĕнетĕр;
- ăна итлеме пĕлĕр – тимлĕ, ăнланса тата чăрмантармасăр;
- яланах юнашар пулăр% вĕсем кирек мĕнле ыйтупа сирĕн пата килме юранине ăнланччăр;
- пĕтĕмпех пĕрле тума тăрăшăр. Хăвăр ума кăсăклă тĕллевсем лартăр, пурнăçа кĕртĕр. Ача сигарета, наркотике е сиенлĕ ытти йăлана ан илентĕр тесен, унăн интересĕсене, талантне, хастартарах аталантармалла.
- хăвăрăн ывăлăр е хĕрĕр тусĕсемпе кăсăкланăр. Вĕсен витĕмĕ те пысăк пулма пултарать.
- ачашăн эсир хавхалантарни пĕлтерĕшлĕ% ăна хăйĕн вăйне ĕненме пулăшăр.
Ан манăр% ача ашшĕпе амăшне пăхса хăйне мĕнле тытмаллине вĕренет. Алкоголь, табак, сиенлĕ ытти япаласем сирĕн пурнăçра мĕнле вырăн йышăнаççĕ – çакă та вĕсемшĕн тĕслĕх.
Çемьери йывăр лару-тăруран те çамрăксене ытлашши ан хÿтĕлĕр. Ăс-тăна, чун-чĕрене çирĕпленме ырă туйăмсем те, хурлăхлисем те кирлĕ.
Хушăран ачана хирĕçлени те пăсмасть. Халех ăнлантăр – пурнăçра пĕтĕмпех çăмăллăн килмест. Ĕмĕтсене пурнăçа кĕртме вăй хумалла, тĕрлĕ чăрмавсене çĕнтермелле.
Ача йывăрлăхсенчен тарма мар, вĕсене парăнтарма хăнăхтăр. Чăн пурнăçран хÿтĕлени ăна пурнăç опытне пухма, тĕрĕс çула тупма чăрмантарать кăна.
Тарăхнă чух та çамрăка кÿрентерекен сăмахсемпе хăртассинчен асăрханăр% çакă ăна пушшех усаллантарать.
Ывăлăра е хĕре çирĕп ăнлантарăр% йĕркене пăснăшăн 14 тата 16 çултан административлă тата уголовлă явап тытма тивет.
Психологипе педагогика, медицина тата социаллă пулăшăвăн
районти центрĕ.
Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.
Ноябрь 2024 |