Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн пилĕк çуллăх Комплекслă программине тишкернĕ юлашки ведомство Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министерстви пулчĕ.
Ку питĕ тĕрĕс, мĕншĕн тесен паянхи кун мĕн туни тата çирĕплетнĕ программăпа килĕшÿллĕн ытти сферăра – экономикăра, промышленноçре, строительствăра, ял хуçалăхĕнче, сывлăх сыхлавĕнче, вĕрентÿре, культурăра – мĕн ĕçе кĕртме палăртни пĕтĕмпех республикăри пурнăç пахалăхне ÿстерме пулăшмалла.
Çак ен уйрăмах пĕлтерĕшлине палăртса Чăваш Республикин ертÿçи Олег Николаев çурла уйăхĕн 7-мĕшĕнче , Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министерствин коллегийĕн ларăвне хутшăнчĕ. Унта Чăваш енĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн Комплекслă программин задачисене сÿтсе яврĕç анчах мар, пĕрремĕш çур çулхи ĕç кăтартăвĕсене те пĕтĕмлетрĕç.
«Министерствăн тĕп тĕллевĕ – çынсене хăйсен ĕç-хĕлне суйланă чух тĕрĕс çул кăтартасси, – палăртрĕ Олег Николаев, – çавăн пекех уйрăм çынна пурнăçăн пĕр-пĕр тапхăрĕнче пулăшу кирлĕ чух кăткăс лару-тăруран кăларма ведомствăна пăхăнакан пур организацин, общество пĕрлешĕвĕсен ĕçне йĕркелесе пырасси».
Олег Алексеевич министерство еннелле пачах урăхла куçпа пăхни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Вăл çак ведомствăн тĕллевĕ халăха ĕçпе тата социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтересси кăна мар, йывăр лару-тăруран кăларма пулăшасси тесе каларĕ.
Тĕрĕслĕх пултăр тесен каласа хăвармалла, Олег Николаев çĕнĕ ĕçре пĕрремĕш кунранах патшалăх пулăшăвĕ кирлĕ çынсен интересĕсене хÿтĕлессине тимлĕхе илчĕ. Паллă ĕнтĕ, вăл правительствăн малтанхи ларăвĕнчех пĕтĕмĕшле хаксем чакнипе (çапла имĕш – авт.) пурăнмалли чи пĕчĕк виçене пĕчĕклетме палăртнă йышăну проектне ĕçе кĕртмерĕ. Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕн çак утăмĕ мĕнпе çыхăннă-ха? Пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçене пĕчĕклетсен социаллă тÿлевсем те чакĕччĕç. Патшалăх статистики хаксен шайĕ пĕчĕкленнине кăтартать пулсан та Чăваш ен Патшалăх Канашĕн кăçалхи нарăс уйăхĕнчи сессийĕнче тăратнă çĕнĕ саккун проекчĕ пурăнмалли чи пĕчĕк виçене малтанхи пекех хăварма май пачĕ.
Олег Николаевăн пуçарăвĕ ăнăçлă пурнăçланнă пирки кăçал сахал тупăшлă 107 пин ытла гражданина социаллă пулăшупа тивĕçтерессин шайне сыхласа хăварма пулăшрĕ.
Ун хыççăн тата ытти мерăсем те пулчĕç. Вĕсем пирки Чăваш Республикин ,ç тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Алена Елизарова, коллеги членĕсем, чĕннĕ хăнасем тĕплĕн каласа пачĕç.
Йăлана кĕнĕ йĕркепе, Комплекслă программăна сÿтсе явнă чух Алена Елизарова республикăри демографи лару-тăрăвне тишкерме пуçларĕ. «Ачаллă çемьесене пулăшни, çав шутра «Демографи» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн те, нумай ачаллă çемьесен йышне ÿстерчĕ, – терĕ вăл. – Утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕсем 14 пин ытла, ку питĕ лайăх! 6 çул (2019–2024 ç.ç.) хушшинче 30 млрд тенкĕ уйăрма пăхаççĕ».
Чăваш енĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн Комплекслă программин проектне тишкернĕ Аслă экономика канашĕн ларăвĕсемпе тата канашлăвĕсемпе танлаштарсан Ĕç министерствин хальхи анлă ларăвĕ хĕрÿлĕхпе тулăх пулчĕ. Ку вăл Олег Николаева тав тунипе çыхăннă. Çак йĕркесен авторне «феномен» вăрттăнлăхне ларăва хутшăннă хĕрарăм уçса пачĕ:
– Эпир, социаллă хÿтлĕх ĕçченĕсем, вырăнта кашни кун çынсемпе тĕл пулатпăр, вĕсем мĕнле пурăннине витĕр куратпăр. Тÿреммĕнех калатăп% тĕрлĕрен пурăнаççĕ. Шел те, пурнăçа аран-аран сыпăнтарса пыракан çемьесем те пур. Анчах та, Чăваш енри çĕнĕ ертÿлĕхĕн мерисене пула, вĕсен шучĕ чакма пуçларĕ. Коронавирус эпидемине пăхмасăр çакă аванах курăнать. Чи кирли – çынсем малашлăха ĕненме пуçларĕç. Эпĕ ĕнтĕ социаллă хÿтлĕх пайĕнче 20 çул тăрăшатăп, малтан паянхи чухлĕ социаллă пулăшу кÿресси пирки шутлама та пултарайман.
Социаллă хÿтлĕх ĕçченне ăнланма пулать, мĕншĕн тесен иртнĕ 6 уйăхра правительствăра йышăннă мерăсен ячĕсем кăна докладра страницăна яхăн.
Çапла вара, çак тапхăрта мĕн тунă-ха?!
2020 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса граждансен социаллă тÿлевĕсене вăтамран 9,38 процент индексациленĕ* 3–7 çулсенчи ачасен тÿлевне кĕртнĕ, республикăри амăшĕн капиталĕн виçине ÿстернĕ тата çав капиталран пĕр хутчен 20 пин тенкĕ илме май туса панă.
Пĕтĕмĕшле çак социаллă тÿлевсен тĕсĕсем 260 пин çынна пырса тивеççĕ, çавна май тата 2 млрд тенке яхăн уйăрнă. Чăнах та, сахал мар пурнăçланă, анчах та тата пысăкрах тĕллевсем лартнă. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕн çурла уйăхĕн 10-мĕшĕнчен тытăнса нумай ачаллă сахал тупăшлă çемьесене шкулта вĕренекен кашни ача пуçне 5000 тенкĕпе пĕр хутчен тивĕçтерес тĕлĕшпе заявленисем йышăнма пуçларĕç. Çакă çемьесене пулăшассин пачах та урăх енĕ. Кун пекки Чăваш енре нихăçан та пулман.
Çак списока малалла та тăсма пулать. Тĕслĕхрен, çĕнĕ çултан тытăнса 5 е ытларах ачаллă çемьесем валли транспорт налукĕ тĕлĕшпе çăмăллăх кĕртеççĕ. Кунсăр пуçне çак çемьесенчи ачасене уйăхсерен пособи тÿлессине ÿстереççĕ.
Чăваш енре пурăнакансенчен нумайăшĕ, социаллă хÿтлĕх кирлисем, вăл-ку документа илес тесен кабинетсем тăрăх чылай вăхăт çÿремелле тесе ÿпкелешеççĕ. Кун пек «бюрократине» пĕтерĕç. Алена Елизарова сăмахĕсем тăрăх, граждансене меллĕ пултăр тесе планпа килĕшÿллĕн пĕр документпах илмелли тивĕçтерÿсен хисепне анлăлатма пăхаççĕ. Çав тĕллевпе граждансен консультацийĕ валли колл-центр йĕркелеме тата патшалăх пулăшăвĕсемпе тивĕçтерес ĕçе цифровизацилеме палăртаççĕ.
Патшалăх пулăшăвĕн тепĕр енĕ – соцконтракт. Ăна социаллă хÿтлĕх органĕсем пурăнмалли чи пĕчĕк виçерен сахалрах тупăшлă граждансемпе тата çемьесемпе хатĕрлеççĕ. Чăваш ен Раççейре пилотлă регион пулнă май ку пулăшăвăн тĕсĕпе анлă усă курма пуçланă. Çав тĕллевпе федераци бюджетĕнчен çулсерен 372 млн тенкĕ уйăрĕç.
Социаллă контракт чухăн çемьесене укçа-тенкĕ енчен пулăшма, вĕсен тупăшне ÿстерме, çав шутра ĕçе вырнаçтарса тата харпăр хăй ĕçне аталантарма тĕрев парса, май парать. Тивĕçнĕ укçа-тенке çавăн пекех хаклă сиплевшĕн тÿлеме е ача вĕренекен çемьери бюджета ÿстерме яма юрать.
Анчах та ватă çынсене пулăшу пурлăх тĕлĕшĕнчен кăна мар, шухăш-кăмăл, психологи енчен те кирлĕ. Программăра пысăк задача лартнă – малаллахи 10 çулта вăтам пурнăç тăршшĕне 72,7-рен 78 çула çитермелле. Çак тĕллевпе республикăра вăрăм ĕмĕре тăсассин системине аталантарас енĕпе мероприятисем пурнăçланаççĕ – çавна май кăнтăрла пулмалли уйрăмсен бази çумĕнче «Манăн социаллă центр» пĕрлехи ятпа модельлĕ 6 центр уçĕç. Унта ватăсемпе инвалидсене 3 пине яхăн йышăнĕç. Вĕсемпе физкультура, пултарулăх, музыка, ташă занятийĕсем ирттерĕç, компьютерпа финанс пĕлÿлĕхне те ÿстерĕç.
Авăн уйăхĕнче Чăваш ен Пуçлăхне суйламалла. Суйлав умĕнхи агитацире хăшпĕр кандидатсем «Вăрçă ачисем» темăпа хастар калаçаççĕ, вăтанмасăрах хăйсене вĕсен хÿтĕлевçисем тесе çирĕплетеççĕ. Анчах та тĕрĕслĕхĕ, акă, ăçта. Олег Николаева Чăваш ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлама шаннă хыççăн кăна çак саккуна йышăннă. Тата вăл пурнăçа кĕрет. Çурла уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне 9643 удостоверени панă, çур пине яхăн вăрçă ветеранĕ Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулхи юбилейĕ ячĕпе пĕрре паракан тÿлеве – 25 пин тенке – илнĕ.
Ларăва хутшăннисен пĕтĕмĕшле шухăшне Чăваш Республикин Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министерстви çумĕнчи Обществăлла канашăн членĕ Леонид Шимин витĕмлĕн палăртрĕ: «Программăна пурнăçланă май пирĕн пурнăç лайăхланасса ĕненетпĕр. Анчах та республика ертÿлĕхĕ вăй хунине пурин те хапăл туса йышăнмалла тата кашнин хăйĕн ĕçĕнче кал-кал тимлемелле».
Алексей Кряжинов.
Ноябрь 2024 |