Халăха тÿреммĕн пырса тивеççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.08.2020, 09:06 Просмотров: 325

Наци проекчĕсем Раççейĕн социаллă-экономика аталанăвĕн çĕнĕ инструменчĕ вырăнĕнче. Вĕсем халăхăн пурнăç тăсăмне ÿстерес, чухăнлăх шайне чакарас тата çĕршыв экономикине вăйлатас тĕллевлĕ.

Вăрнар районĕнче те нацпроектсем йĕркипе пысăк ĕçсем пурнăçланаççĕ. Вĕсем тавра район администрацийĕн пуçлăхĕпе Леонид Григорьевич Николаевпа калаçатпăр.

– Куратпăр ĕнтĕ, патшалăх пулăшăвне пула улшăнусем хулара кăна мар, ялсенче те яр уççăн курăнаççĕ. Пăртасра, ак, нумай çул çĕклекен ыйту татăлать...

– Чăн та, ку – «Культура» наци проекчĕпе район территорийĕнче çĕкленекен пысăк та пĕлтерĕшлĕ объект. Клуб тăвас ыйтăва районти халăх чи йышлă ялта кашни тĕлпулурах çĕклетчĕç, çавăнпа та патшалăх пулăшăвĕн программине кĕни питĕ лайăх. Вăл 150 вырăнлăх пулĕ, çывăхри тăватă ял – Волонтер, Кĕперлĕ Кÿлхĕрри, Вăрман Шăхаль, Пĕнер Айкăш – çыннисене те тивĕçтерĕ.

Культура çурчĕн строительствине 28 миллион ытларах тенкĕ пăхнă. Ытларах пайĕ – федераци бюджечĕн укçи-тенки. ,çсем пыраççĕ. Вĕсене «Империя» проектпа строительство компанийĕ пурнăçлать. Хальхи вăхăтра çуртăн электрощит тата котельнăй пÿлĕмĕсен стенисене хăпартса çитернĕ. Клуба çулталăк вĕçне туса пĕтермелле.

– Кăçал наци проекчĕпе вăрнарсене темиçе çул хумхантарнă тепĕр ыйту та татăлмалла – биологилле тасатакан сооруженисем хута каймалла...

– Çаплах. Ку объектри ĕçсем те пысăк хăвăртлăхпа пыраççĕ. Ăна, йĕркеллĕ пулсан, ноябрьте хута ярасшăн.

Районта хуçалăхпа йăла каяшĕсен шывне тасатасси тахçанах çивĕч тăнă. Çавăнпа та «Экологи» наци проекчĕн «Атăла сыватасси» регион проектне кĕни вăрнарсемшĕн çав тери кирлĕ ĕç пулчĕ. Тасатакан сооруженисемлĕ коллекторăн талăкри хăвачĕ – 1800 кубла метр. Каяш шывĕсене мембрана системипе тасатĕç. Çĕнĕ станци поселокри нумай хваттерлĕ çуртсене, тăватă пысăк предприятие тивĕçтерĕ. Уйрăм çуртсенче пурăнакансем те канализаципе усă курма пултарĕç.

Темиçе çул каялла Вăрнарта пурăнакансене таса шывпа тивĕçтерессине татса патăмăр. Халĕ тепĕр çивĕч ыйту та пурнăçланĕ.

– Пĕлтерĕшлĕ наци проекчĕсенчен тепри – «Вĕрентÿ». Вăл пире кашнине тÿреммĕн пырса тивет. Кашни ашшĕ-амăшĕ хăйĕн ачи пахалăхлă пĕлÿ илтĕр, лайăх условисенче вĕрентĕр тесе ĕмĕтленет.

– Чăн та, вĕрентĕве аталантарасси – халăха чи çывăх тĕллевсенчен пĕри. Ку енĕпе пирĕн районта пысăк ĕçсем пурнăçланаççĕ. Пĕтĕмпе сакăр регион проектне çул панă. «Хальхи вăхăтри шкул» йĕркипе, акă, Вăрнарти 1-мĕш, Аçăмçырминчи тата Санарпуçĕнчи шкулсенче цифра тата гуманитари профилĕсемпе «Ÿсĕм точки» центрĕсем ĕçлеме тытăнĕç. Пÿлĕмсем валли юсав ĕçĕсем ирттернĕ, пысăк технологиллĕ оборудованин пĕр пайĕпе тивĕçтернĕ. Кĕçех çĕнĕ ноутбуксемпе компьютерсем килсе çитмелле.

Çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ пĕлÿ илме, аталанма районта условисем пур енлĕ çителĕклĕ. Хушма пĕлÿ системи лайăх аталаннă. Вĕрентекенсем çулсерен хăйсен профессионализмне çирĕплетсе пыраççĕ. Вăрнарти 2-мĕш шкул учителĕсен ушкăнĕ, акă, «Пуласлăх учителĕ» конкурсра палăрчĕ. Кунта тимлекен акăлчан чĕлхи учителĕ Ольга Физер çĕршыври чи пултаруллă 15 педагог йышне кĕчĕ. Ярмушка шкулĕн социаллă педагогĕ Светлана Дуткина республикăра ку енпе чи ăста пилĕк ĕçчен ушкăнĕнче çирĕпленчĕ. Вăрнарти 1-мĕшпе 2-мĕш, Кÿстÿмĕрти, Вăрманкасри, Кĕçĕн Кипекри, Мăн Явăшри шкулсен вĕренекенĕсем тĕрлĕ шайри предмет олимпиадисенче палăрчĕç.

Ку тытăмра пурнăçланакан наци проекчĕсем шкулсен аталанăвне курăмлă тÿпе хываççĕ. Пысăк хăвăртлăхлă интернет пирки ĕмĕтленеттĕмĕр – вăл, ак, ял шкулĕсене те çитрĕ. Юсав тимлĕхрен тухмасть – чи пысăк ĕçсем кăçал Вăрнарти 1-мĕш шкулта, поселокри «Березка» ача садĕнче пыраççĕ.

– Лайăх пĕлÿ илни аван. Анчах сывлăх пирки те манмалла мар. Шел те, хальлĕхе вăрнарсен «Демографи» наци проектĕнче палăртнă тĕллевсене пурнăçлассипе туллин мухтанмаллиех çук...

– Сывлăх – чи хаклă пурлăх. Ăна çирĕплетессине мĕн ачаран йăлана кĕртмелле.

Пĕтĕмĕшле, районта сывă пурнăç йĕркине хăнăхма условисем çителĕклĕ. Вăрнарта пур енлĕ спорт объекчĕсем ĕçлеççĕ. Чылай ялта ÿт-пĕве пиçĕхтермелли площадкăсем пур. Кăçал акă «Спорт – пурнăç норми» регион проекчĕпе Вăрнарта ГТО нормативĕсен комплексне çĕклетпĕр.

Çитĕнекен ăрăвăн пысăк пайĕ активлă спорт тĕсĕсемпе туслашни савăнтарать. Çакна массăллă ăмăртусенче те куратăн. Нумайăшĕн çитĕнĕвĕсем ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.

Шел те, аслă ăрурисем хушшинче ытларах пайĕ харпăр хăй сывлăхĕ çине алă сулнă. Çынсем тулашри сăлтавсенчен вилессин шайĕ пысăк. Паян «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе сиплев учрежденийĕсене хăватлатассипе, юсассипе ĕçсем анлă пыраççĕ, анчах та вĕсене халăха чирсене шала янипе мар, профилактика тĕллевĕпе кăна пыртарас килет. 2025 çул тĕлне пурнăçăн вăтам ÿсĕмне 78 çула çитерес енĕпе вăрнарсен нумай вăй хумалла. Харпăр хăй шухăшлавне улăштарса ÿт-пÿ, шалти органсен сывлăхĕшĕн тăрăшмалла.

– Тепĕр ыйтăвăн çивĕчлĕхĕ те пысăк. «Хăрушсăр тата пахалăхлă автомобиль çулĕсем» наци проекчĕпе калăпăшлă ĕçсем палăртнă. Пирĕн района ку енĕпе ырă улшăнусем кĕтĕç-и?

– Чăн та, çул-йĕр ыйтăвĕ Вăрнар районĕшĕн питех те актуаллă. Çулсерен юсав ĕçĕсем ирттеретпĕр пулин те пурнăçламалли калăпăшсем сахал мар.

Республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн Комплекслă программи йĕркипе, Чăваш ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Вăрнар районĕнче 44 км çул çĕнелмеллине каларĕ. Вăл шутра – Вăрнарти ултă урамра. Чи пĕлтерĕшлĕ объектри Шăхасан – Калинино çулĕн тĕплĕ юсавне çитес çул вĕçлеме палăртнă.

Ыйтусем пур. Вăрнарти Илларионов урамĕнчи республика пĕлтерĕшлĕ çул хĕррипе тротуар, çутă тăвассине темиçе çул та çĕклетпĕр, ăна проблемăллă ыйтусен шутне кĕртнĕ. Вăл Чăваш Республикин адреслă инвестици программине кĕртсен татăлĕ, паллах.

Мăн Явăша каякан çул çĕмĕрĕлсе пĕтнĕ. Тĕплĕ юсав программине кĕрессишĕн миçе çул тапăçланатпăр. Унсăр пуçне, поселокри Советски, Ашмаров, Комсомольски, Ж.Илюкин, Пионерская, Первомайски урамĕсенчи çулсем юсав тата ăна пурнăçлама пысăк укçа-тенкĕ ыйтаççĕ...

Кăçал районти çулсене юсама 24,9 млн тенкĕ уйăрнă, вăл шутран 11,3 млн тенки – çулсене тытса тăма, 13,6 млн тенки – юсав валли. Ял поселенийĕсенчи çулсене юсама 7,6 млн тенкĕ пăхнă.

Наци проекчĕсем пирĕн пурнăçăн кашни сферине пырса тивеççĕ. Çавăнпа та Раççей Президенчĕ лартнă задачăсене пурнăçлассипе пирĕн вырăнта тухăçлă ĕçлемелле.

– Калаçушăн тав.

Светлана ЧИКМЯКОВА калаçнă.          

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика