Тăван амăшĕ хÿттинче ÿснине мĕн çиттĕр? Анчах та пурнăçра хăшпĕр ачасен амаçури аллинче ÿсме тивет. Амаçури тенĕрен, нумай произведенисенче, уйрăмах юмахсенче, амаçури амăшĕ тăван мар ачисене хĕсĕрлени çинчен çыраççĕ. Çавах та пурнăçра яланах ун пек мар, тăван мар амăшĕсем пулсан та ачасене пĕтĕм чунне парса пăхакан тĕслĕхсем нумай.
Сăмахран, 1962 çулта экрансем çине тухнă «Среди добрых людей» фильмра вăрçăн пĕрремĕш кунĕнчех амăшĕнчен çухалнă икĕ çулхи хĕрачана пач ют хĕрарăм хăйĕн хĕрĕ вырăнне хурса пăхса ÿстерет. Чăваш халăхне çутта кăлараканĕ, чăваш алфавичĕн авторĕ Иван Яковлевич Яковлев та пĕчĕклех тăлăха юлнă хыççăн ырă кăмăллă ют çемьере çитĕнсе паллă çын пулни çинчен Тихăн Петĕрккин «Кушкă ачи» кĕнекинче çырса кăтартнă. Çакă та паллă, иртнĕ ĕмĕрте пĕтĕм çĕршывĕпе чапа тухнă Лидия Русланова юрăç та арăмĕсĕр юлнă урçа генерала качча тухсан унăн тăлăха юлнă хĕрне юратса пăхса ÿстернĕ.
Пурнан пурнăçра çакăн пек тĕслĕхсемпе манăн та тĕл пулма тиврĕ. 1977 çул эпĕ ĕçленĕ предприятире пĕр çамрăк хĕрарăм арăмĕ чире пула вилнĕ арçыннăн пепкишĕн амаçури амăшĕ пулма килĕшнĕччĕ, çав ачана юратса пăхатчĕ. Упăшкипе тепĕр ача çуратсан ăна хăйĕннинчен ним чухлĕ те уйăрмастчĕ. Кайран, çав ача ÿснĕ май, вăл уншăн тăван амăшĕ маррине ан пĕлтĕр тесе хваттер улăштарса хулан тепĕр районне куçрĕç.
Манпа пĕрле вăй хунă 33 çулхи ĕçтешĕм те 1985 çулта арăмĕ вилсен виçĕ ачапа тăрса юлнăччĕ, унăн та кĕçĕн ывăлĕ сăпкараччĕ. Çапах та юлташăн пурнăçĕнче тараватлă, ачасене юратакан, аслăрах хĕрĕсемпе хăвăртах пĕр чĕлхе тупма, сăпкари пепкене амăшĕ кÿме ĕлкĕреймен юратăва пама пултарнă ырă кăмăллă çамрăк хĕрарăм тупăннине пула пĕр ачи те интерната лекмерĕ, çемье те арканмарĕ. Сăпкара юлнă ача ăна «анне» те «анне» тесе кăна тăратчĕ, çуратнă амăшĕн вилтăпри çине те пĕрле кайса çÿретчĕç. Халĕ вăл хăй те çемьеллĕ ĕнтĕ, ашшĕпе амăшне мăнуксемпе савăнтарать.
Манăн иккĕмĕш сыпăкри виçĕ пĕртăван та амăшĕ вилсен унăн аппăшĕн хÿттинче ÿссе çын пулчĕç. Мăнаккăшĕ вĕсем тулли çемьери ачасенчен ним чухлĕ те япăхрах ан пурăнччăр, тăван амăшĕ çуккине питех ан туйччăр тесе пĕтĕм вăйне, пур-çук укçи-тенкине хыватчĕ. Хăй качча та тухмарĕ. Çак пархатарлă ĕç сая каймарĕ, виçĕ тăлăха ÿстерсе хăй виличчен 12 мăнукпа 20 кĕçĕн мăнукĕсене курчĕ.
Хапăсри тăхлачăн шăпи те çакнашкалах килсе тухнă. Вăл та 4 çулта чухне тăлăха юлнă, Упнерти мăнаккăшĕ патĕнче амăшĕн аллинчи пекех ÿснĕ, вĕренсе тухса тухтăр ĕçне алла илнĕ, халĕ паллă та хисеплĕ çын. Упăшкипе икĕ ывăл çитĕнтерсе аталанакан мăнукĕсемпе савăнаççĕ.
Тепĕр истори вара амăшĕ пур çинчех тăлăх ÿснĕ ача, çав вăхăтрах тăван амăшĕ амаçури ачисене юратса, чунне парса пăхни çинчен. Вăл вăрçă умĕнчи çулсенчен пуçланса паянхи кунчченех пырать.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче Вăрнар çывăхĕнчи пĕр ялта Марье ятлă çамрăк хĕрарăм качча тухсан çулталăкранах упăшки сасартăк вилсе кайнине пула пĕчĕк Коля ывăлĕпе тăрса юлать. Мăшăрĕн çуртĕнче тек пурăнма май çуккипе тăван килне таврăнать. Çакă çемьерисене, уйрăмах авланма хатĕрленекен аслă пиччĕшне, килĕшмест. Марье пурнăçĕ кунран-кун йывăрлансах пынăран вăл алри ачине Нурăсри ача çуртне леçсе ăçта та пулин вербовкăпа тухса кайма шутлать. Пĕр хĕллехи кун каçалапа ăна ача çурчĕн пусма картлашки çине кайса хурать, хăй йывăç хыçне пытанать. Кăшт тăрсан ача макăрнипе шалтан шур халатлă хĕрарăм тухса ачана йăтса кĕрет. «Турра шĕкĕр, ача тек хăрушлăхра мар, шăнса вилмест», – тесе килне таврăнать.
Çула май Хапăса качча тухнă Антуни йăмăкĕ патне кĕрсе хăй тунă ĕçĕ пирки каласа парать. Йăмăкĕ куншăн ырламасть, Турă умĕнче çылăхлă ĕç тунă тесе хаклать. Вара упăшкипе сÿтсе яваççĕ те хăйсен ача çуккине кура Кольăна ывăллăха илеççĕ.
Çав вăхăталлах Пăртасра Якку ятлă çамрăк арçын арăмĕ чире пула вилнипе виçĕ пĕчĕк ачапа тăрса юлать: асли пиллĕкре, кĕçĕнни – сăпкара кăна. Темĕнле йывăр пулсан та вăл çывăх тăванĕсем тĕпренчĕкне «ача çуртне леçсен лайăхрах пулмĕ-ши» текен сĕнÿсене яхăнне те ямасть, амаçури амăшĕ шырама тĕв тытать. Кĕçех ăна Марье çинчен пĕлтереççĕ. Çав вăхăтрах унăн йăмăкĕ патĕнче пурăнакан ывăлĕ пурри çинчен шарламаççĕ. Якку та Марьепе паллашма пырсан, килĕшмесрен хăраса тата пĕчĕк ачана курсан хĕрарăм чунĕ ирĕлессе шанса килĕнче сăпкара выртакан ача пуррине каламасть.
Чăнах та, Яккун шухăшĕ тÿрре килет, Марье унăн килне пĕрремĕш хут ура ярса пуссанах çав ачана хĕрхеннипех юлма килĕшет. Анчах та хăйĕн те пĕчĕк ывăлĕ пурри çинчен пĕлтерме васкамасть.
Кĕçех вăрçă тухать, Пăртасри Яккуна та, Хапăсри Антуни упăшкине те фронта илеççĕ. Иккĕмĕшĕ вăрçă хирĕнче пуçне хурать. Якку таврăниччен Марье пĕтĕм туйăмне тăван мар ачисем çине ярать, вĕсене тутă, таса, тирпейлĕ тумтирпе усрама тăрăшать. Пыйтă-шăркасенчен сыхланса çырма хĕрне пĕчченех çĕр чавса хура мунча майлаштарать. Ял çыннисем çав мунчана кÿршĕсем те пырса çăвăнатчĕç тесе аса илетчĕç.
Упăшки вилни çинчен хут килсен, ырă пурнăçа шанса, Антуни вăрçа кайман, апат-çимĕç енĕпе ĕçлекен тепĕр арçынна киле кĕртет. Анчах та Кольăн пурнăçĕ йывăрланма пуçлать, усал кăмăллă çĕнĕ ашшĕ час-часах хĕненине, хĕл варринче урама темиçе хутчен те çарран кăларса янине, ятарласа выçă тытнине, кÿршĕсем патĕнче хÿтлĕх шыранине вăл паян кун та астăвать.
Пăртасри Якку вăрçăран таврăнать, мирлĕ пурнăçра вĕсен тата çичĕ ача çуралнă. Анчах та çемьере Коля валли пĕр кĕтес тупăнмасть. Вăл Пăртаса кайса çÿренĕ пулин те. Анчах та Марье упăшкипе тăван ачине хăйсем патĕнчех хăварасси пирки калаçу пуçарма хăюлăх çитереймест. Амăшĕ хута кĕрсе хăй хÿттине илессе пĕчĕк Коля кăлăхах шаннă.
Антунин иккĕмĕш упăшки те пурнăçран уйрăлать. Коля хăйĕн пурнăçĕ çăмăлланасса, тек патак айĕнчен тухасса шанать. Анчах та ачан шăпине хуçакан тепĕр çын тупăнать. Амаçури амăшĕн аслă пиччĕшĕ, малтан та Кольăна килĕштерменскер, йăмăкĕн пурнăçĕ ăнманнин сăлтавĕ çак ача тесе шутлать, çавна май кашни тĕлпулура унран хăтăлма хистет. «Ачана Мускав вокзалне кайса ямалла. Мускав çавăн пек ачасене пăрахмасть, вĕсенчен çын тăватех», – тесе çине-çинех ÿкĕтлет. Çак калаçăва Антунисем патне пынă Марьен Рита ятлă амаçури хĕрĕ илтет те тÿрех Пăртаса таврăнса каласа парать, мăнаккăшшĕпе те калаçма хăтланать. Анчах та темĕн чухлĕ йăлăнса ыйтсан та аслисем ăна ăнланасшăн пулмаççĕ.
Тумла чул çĕмĕрет тенĕн, Антуние пиччĕшĕ ÿкĕте кĕртетех. Çапла пĕр кунхине çичĕ çулхи Кольăна Мускав курма каятпăр тесе çула тухаççĕ. Белорусси вокзалĕнче пытанмалла вылятпăр тесе суйса кофта кĕсйине хушамачĕпе ятне çырнă хут чиксе тарса çухалаççĕ.
Хăй улталанса тăрса юлнине ăнланса илет ача, выçса çитнипе вокзалпа юнашарти булкăсем сутакан лавккана пырса кĕрет. Унăн никам та çуккине ăнланса илнĕ сутуçă çăкăр татăкĕ касса парать, милицие пĕлтерет. Кольăна çапкаланчăксене пуçтаракан машина çине лартса Мускаври ытти вокзалсем тăрăх çавнашкал ачасене пуçтарса тепĕр ирччен илсе çÿреççĕ. Вырăсла пĕр сăмах та пĕлменскере ыттисем хушшинче пушшех те йывăр пулнă. Кунсăр пуçне, пуçтахраххисем лайăхрах тумтирĕсене те хывса илнĕ.
Коля ун чухнехи Куйбышев (хальхи Самара) çывăхĕнчи ача çуртне лекет. Кунта вара пĕтĕм нушине, выççине, сăлтавсăрах кÿрентернине, аслисем мăшкăл кăтартнине, кăшт айăпа кĕрсенех тĕттĕм пÿлĕме хупнине, çĕрĕпе туалет тасатнине тата ытти хисеплеменлĕхе курмаллипех курать. Хăй аса илнĕ тăрăх: «Пĕррехинче çакăнма та пуçланăччĕ, мăя явса çыхнă алшăлли салтăнса кайнипе чĕрĕ юлтăм», – тет. Ача çуртĕнче 10 çула яхăн пурăнса 7 класс вĕренсе пĕтерет. /снĕ май хăйшĕн тăма пултаракан маттур çамрăк шутне кĕрет.
Çак çулсенчех мăнаккăшĕ те вербовкăпа Мускава пурăнма куçать. Час-часах пĕчĕк Кольăпа сĕмсĕррĕн хăтланни аса килнипе асапланать, ăшне лăплантарас шутпа темиçе хутчен те Белорусси вокзалне çитсе Кольăран тарнă залра сахал мар куççуль юхтарать. Ăна милици урлă шырама шутлать. Шырав ĕçĕсем шăп та лăп Кольăн ача çуртĕнче пурăнмалли вăхăт пĕтнĕ çĕре ăнăçлă вĕçленеççĕ. Интернат пуçлăхĕсемшĕн те хăйсен воспитанникĕн тăванĕ тупăнни, мăнаккăшĕ Кольăна хăй патне чĕнни пысăк ăнăçу шутланнă.
Пĕр вăхăт мăнаккăшĕн пÿлĕмĕнче пурăнать, хулари çурт купалакансене хатĕрлекен училищĕне вĕренме кĕрет, каменщик профессине алла илет. Кĕçех ăна общежити те параççĕ, вĕренсе тухсан ĕçе вырнаçтараççĕ. Пурăна киле çемьеленет, хваттер туянать, чăн-чăн Мускав çынни пулса тăрать. Çапах та Пăртасра тăван амăшĕ, шăллĕсемпе йăмăкĕсем пуррине асрах тытать, чĕрере юлнă ача чухнехи кÿренĕвне пусарсах тăванĕсемпе çыхăну тытать. Яла пĕччен чухне те, çемьеленсен арăмĕпе те темиçе хутчен килсе каять. Амăшĕпе упăшки те ун Мускавра темиçе хутчен хăнара пулаççĕ. Çапла вара Кольăн ача чухне татăлнă пурнăç çиппи ÿссе çын пулсан тин сыпăнать.
Мăнтарăн ывăлĕн чунĕ, амăшĕн ăшшине туймасăр ÿснĕшĕн, тертлĕ пурнăçшăн вăл ăна шухăшĕпе каçарнă та ĕнтĕ, анчах та Марье каçару сăмахĕсене ывăлне калама ĕлкĕреймесĕрех 84 çула çитсен çĕре кĕрет. Мăнаккăшĕ Турă умĕнче тунă çылăхлă ĕçшĕн ÿкĕннĕскер, Кольăна пурнăç çулĕ çине тăма пулăшать.
Çулсем иртнĕ май Кольăн ватлăхра каллех пĕччен тăрса юлма тивет. Кăçал вăл 82 çул тултарчĕ. Халĕ ăна кĕçĕн шăллĕн çемйи пулăшса тăрать. Çуллахи вăхăтра яла илсе килсе кунти уçă сывлăшпа килентерме, килти сĕт-турăхпа, витаминлă апатпа сăйласа ватлăхĕ те пулин канлĕ пултăр тесе тăрăшать. Ялти ытти тăванĕсемпе кÿршисемшĕн те Коля – яланах кĕтнĕ хăна...
Асăннă сăнарсен ячĕсене улăштарнă.
Геннадий ИВАНОВ.
Пăртас.
Ноябрь 2024 |