Çĕрпÿ районĕнчи Анатри Шурçырма пек ялсем Чăваш енре пин çурă ытла. Вĕсенче Надежда Романованни пек вуншар пин çемье пурăнать. Ял шăпи шăпах вĕсен тăнăçлăхĕнчен килет: ял урамĕсенче ача сасси е хуçасăр çуртсенче çил улани илтĕнĕ...
Эпир Анатри Шурçырмана эрнекун ирпе ирех çитрĕмĕр. Романовсен килĕнче ĕç вĕрет кăна: ачасем урай çăваççĕ, килкартинче тасатаççĕ, вĕсен амăшĕ Надежда Геронтьевна кухньăра тăрмашать.
«Субботник» йĕркелени Шупашкартан журналистсем килнипе мар, урăх пулăмпа çыхăннă иккен.
– Çакăн пек авралшăн каçарăр. Ыран пирĕн туй, – лайăхмарланнăн калаçрĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. – Аслă хĕре качча паратпăр.
Надежда Геронтьевна 45 çулта. Анчах та ăна сăнпа та, йăрăс кĕлеткипе те хăй çулĕсене памастăн. Вăл çичĕ ача амăшĕ пулнине пĕлсен «Хĕрарăм ÿсĕмĕ çине çулсем мар, çемье телейĕ витĕм кÿрет» текен халăх ăслăлăхĕ чăна килнине туятăн.
Климатологсем пăр çинчи йĕрсемпе çĕр чăмăрĕн историне палăртнă пек çурт çумне тĕксе хăпартнă хуралтăсем тăрăх Романовсен çемйи епле йĕркеленнине пĕлме пулать: мĕн чухлĕ ача нумайрах, çавăн чухлĕ реконструкци ытларах.
– Паллах, килте ĕçлемелли нумай, – пĕлтерет Надежда Геронтьевна. – Анчах вăхăт та çук, укçа та çитсе пымастчĕ. Халĕ хăть шанăç çуралчĕ – эпир Чăваш ен Правительствин чăн пулăшăвне туйма пуçларăмăр, çакăншăн Олег Алексеевич Николаева тав тăватăп.
Ку пулăшу мĕнпе çыхăннине вăл хут çине çырсах кăтартрĕ.
– Чи малтанах, амăшĕн капиталĕ. Эпир икĕ сертификата тивĕçрĕмĕр. Укçана нимĕн çине те пĕтермен, тĕкĕнмен. Вĕсемшĕн лăпках, мĕншĕн тесен сумма индексациленет, хакне çухатмасть. Улттăмĕш ача çуралсан республикăри 100 пин тенкĕлĕх амăшĕн капиталне тивĕçрĕмĕр. Иртнĕ эрнере райсобесран шăнкăравласа пĕлтерчĕç: енчен те 2020 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен укçапа усă курман пулсан, ун виçи 150 пин тенкĕ пулать имĕш. Пирĕн çемье шăпах çак суммăна илĕ.
– Малалла, – калаçăва тăсать кил хуçи хĕрарăмĕ, – федераллă саккунпа коронавирус пандемийĕпе 16 çул тултарман кашни ачашăн 10-шар пин тенкĕ пачĕç. Июньпе июльте ултă ачашăн 120 пин тенкĕ илтĕмĕр. Унсăр пуçне, «Госуслуги» портал урлă 3–7 çулсенчи ачасемшĕн 4770 тенкĕлĕх пособие илме заявлени çыртăм. Çапла уйăхсерен тата 10 пин тенке яхăн илетпĕр. Малтан 7 ачашăн уйăхсерен пособи 6 пин те 100 тенкĕпе танлашатчĕ, халĕ – 6137, анчах вăл – ултă ачашăн, асли çула çитнĕ, тата 10 пин тенке хушмалла.
Укçа-тенкĕ пулăшăвĕнчен калаçу социаллă тÿлевсем çине куçрĕ.
– Апрельтен нумай ачаллă çемьесемшĕн социаллă хÿтлĕхĕн тепĕр тĕсне те пăхнă, – пĕлтерет Надежда Геронтьевна. – Енчен те çемьере 18 çулчченхи ачасем пур пулсан, социаллă контракт çыраççĕ. Унпа килĕшÿллĕн, патшалăх уйăхсерен апат-çимĕç, сĕтел-пукан, тумтир тата çемьене кирлĕ ытти япаласене туянма компенсаци вырăнне уйăхсерен 10 пин тенкĕ парать. Кашни туянăвне чекпа çирĕплетмелле. Пĕтĕмĕшле, çемье çине эпир 26 пин тенкĕлĕх пулăшăва тивĕçетпĕр. Ку пирĕншĕн питĕ аван.
– Олег Алексеевич пире тепĕр кăмăллă парне те кÿчĕ, – йăл кулать кил хуçи хĕрарăмĕ. – Кăçал шкулта вĕренекен ачасем пур сахал тупăшлă çемьесене 5 пин тенкĕлĕх пĕр хутчен пособи пама йышăннă. Манăн шкул çулĕсенчи пилĕк ача, çапла çемье бюджечĕ 25 пин тенкĕлĕх пуяланĕ.
Надежда Геронтьевна социаллă пулăшăва укçа-тенкĕпе кăна виçмест, анлăрах шухăшлать.
– Мана, паллах, никам та хушман, анчах мĕнпур нумай ачаллă амăшĕ ячĕпе Чăваш ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаева çакнашкал пулăшушăн тав тăвас килет, – тет вăл. – Кунта ĕç укçа çинче кăна тăмасть, пирĕншĕн кашни пус шутра пулсан та. Атьăр-ха, финанс ыйтăвĕсене кăшт манар. Вăрттăнлăх мар, хăшпĕр çемьере 1–2 ача кăна. Кунашкал тенденци ялсенче те курăнать. Унччен апла пулман. Сăлтавĕсенчен пĕри – çемьесем йывăртарах лару-тăрура пулни. Халĕ улшăнусем палăрма пуçларĕç. Ыйтусем, паллах, пур, анчах вĕсене татса параççĕ. Чи кирли – çынсен шанăç çурални. Манăн та. Паян эпĕ аслă хĕрĕн Регинăн туйне савăнăç туйăмĕпе хатĕрленетĕп. Вăл Çĕрпÿри агротехникума хĕрлĕ дипломпа вĕренсе пĕтерчĕ. Кĕрÿ те çакнашкал техникумрах пĕлÿ илнĕ, анчах Вăрнарта. Вăл çав районти Кĕçĕн Кипек ялĕнче пурăнать. Çамрăксем хулана куçса каясшăн мар, пĕрлешсен Кĕçĕн Кипекрех тĕпленесшĕн. Вĕсен ачасем çураласса, вĕсем те патшалăх пулăшăвне тивĕçесе шанатăп. Эппин, унта та çакнашкал çемьесем пуррипе ял аталанĕ.
Надежда Геронтьевнана ял шăпи хумхантарать. Вăл, Патăрьел ял поселенийĕн улшăнми депутачĕ тата нумай ача амăшĕ, хăй тавра пĕр шухăшлă çынсене пуçтарма пултарнă. Анатри Шурçырма çыннисем çÿлтен парасса кĕтсе алă усса лармаççĕ, хăшпĕр ыйтусене хăйсен вăйĕпех татаççĕ. Акă, пĕрле урама вĕтĕ чул та сарнă, водоснабжени системине те йĕркене кĕртнĕ.
Романовсен çемйи патшалăх пулăшăвне кăна кĕтсе лармасть, тăнăçлăхĕ ĕçе пула пулса пырать. Мăшăрĕ, Валерий, – ăста механизатор. Ытти çулсенчи пекех ăна Тутарстана тырпул пухса кĕртнĕ çĕре чĕннĕ. Унта вăл Дима ывăлĕпе тухса кайнă.
Надежда Геронтьевна вара икĕ çĕрте ĕçлет: лавккара тата почта уйрăмĕнче. Лавкки ялтах вырнаçнă, хаçатсем патне вара тăватă километрти Патăрьел салине çитмелле.
– Çул çинче темĕн те пулать! – кулать вăл. – Утнă май юрласа яратăп. Çамрăклăха аса илетĕп. Почта тĕлне çитетĕп кăна смартфон çине хыпар килет: «10 пин утăм. Тĕллеве пурнăçланă». Паллах, ачасене ытларах тимлĕх уйăрас килет, анчах та çемье укçа-тенкĕ енчен çирĕп пултăр тесе яланах ĕçлемеллеччĕ. Халĕ вара, нумай ачаллă çемьесене патшалăх пулăшнине кура, ĕмĕт тинех пурнăçланĕ.
Алексей КРЯЖИНОВ.
Ноябрь 2024 |